Сывлёхпа пулар пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 14.06.2024, 21:18 Просмотров: 144

Сывă çын - телейлĕ. Ун пек чухне тăрăшса ĕçлес, шăрантарса юрлас, ура хуçса ташлас килет, теççĕ. Çакă тĕрĕсех те ĕнтĕ. Кăштах хамăра япăхрах туйсанах кăмăл хуçăк. Пулăшу илес тесен медицина учрежденине утатпăр. Кунта вара професси ĕçне чунтан парăннисем, Гиппократ тупине пурнăçа кĕртекенсем ĕçлеççĕ. Уяв çывхарнăран шурă халатлисен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе район больницин тĕп врачĕпе Николай Тинюковпа сăмах пуçартăмăр.

- Николай Антонович, сывлăх сыхлавçисене тỹрĕ кăмăлпа, пуçаруллă, яваплăха туйса ĕçлеме мĕн хавхалантарать-ха?

- Паллах, чун туртăмĕпе медицина ĕçне кỹлĕнни. Тепĕр хавхалантару та пулчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшỹллĕн яллă вырăнсенче ĕçлекен врачсене уйăхсерен 50-шар, ытти медицина ĕçченĕсене 30-шар пин тенкĕ социаллă тỹлев пама пуçăнни те ырă пулăм.

- Çакă малашлăхра кадр ыйтăвне туллин татса пама пулăшасса шанас килет...

- Ĕçне кура тỹлевĕ пулни лайăх. Пайăр (узкий) специалистсемсĕр пуçне врачсем çителĕклех пирĕн. 5 çамрăк ординатура тухать. Вĕсем яла таврăнасса шансах тăратпăр. Пуррисем çумне тата рентгенолога, реаниматолога, функциллĕ диагностика кĕтетпĕр.

 "Ял тухтăрĕ" программа та пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пырать. Çамрăк специалистсене патшалăх енчен кỹрекен пулăшу самаях сумлă та курăмлă.

Хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ кадрсем. Çамрăксем паян инфекци уйрăмĕн заведующийĕнчен Антонина Черновăран, гинекологи уйрăмĕн заведующийĕнчен Наталия Амуткинăран, неврологи уйрăмĕн заведующийĕнчен Тамара Каштановăран, ача-пăча тухтăрĕнчен Ольга Ялуковăран, Вера Семенова терапевтран тата ытти вуншар специалистран тĕслĕх илеççĕ. Тав сăмахне шурă халатлă сывлăх сыхлавçисем кашниех тивĕç.

- Кирек хăш участокра та ĕç условийĕсене лайăхлатса пыни те сисĕнет-ха...

 - Çапла. "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи пуçламăш звенона модернизацилес проект туллин пурнăçланать тесе çирĕплетсех калатăп. Кăçал республикипе 9 врач амбулаторийĕпе фельдшерпа акушер пункчĕ тума палăртнă пулсан, пирĕн муниципалитет округĕнче вĕсенчен 4-шĕ çĕкленет: Туçара, Çĕнĕ Ахпỹртре, Шăнкăртамра тата Нăрваш Шăхалĕнче.

Турханта, Ыхра Çырминче, Кивĕ Катекре çĕнĕлĕхсем пулмалла. Анат Туçари фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсамалла. Вырăнĕ лайăх унта. Çĕньялти те планра тăрать.

Тума палăртни тата нумай-ха. Хăш-пĕр ялсенче медицина пункчĕсем ача садикĕсенче вырнаçнă. Пăхатпăр. Аренда укçи тỹлесе тăриччен, тен, вĕсенче те палăрмаллах улшăнусем кирлĕ.

- Пурнăç шав малалла-ха ĕнтĕ. Ку чухнехи сиплев мелĕсене алла илсе пыратăр. –

 Анлă технологисене çул пама тăрăшатпăр. Акă Ильшат Субханкуллов, Андрей Кириллов хирургсем çак мелпе сиплев ĕçĕсенче усă курса хăш-пĕр кăткăс операцисене вырăнта тăваççĕ. Эрнере пĕр кун Шупашкартан Сергей Анюров ăста специалист пирĕн пата килсе çỹрет.

Пирĕн больница районсем хушшинчи (Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă) сиплев учрежденийĕ шутланать. Вĕсен пациенчĕсене те телемедицина пулăшăвĕпе операци тăватпăр.

- Сывă çын çунатлă, теççĕ. Профилактика тĕрĕслевĕсем, диспансеризаци тухни çынсен сывлăх шайне палăртма май парать те ĕнтĕ.

- Тĕрĕсех. Иртнĕ çул диспансеризаци кăлармалли плана 100 проценчĕпех пурнăçланă. Чир палăрма пуçланисене сиплеме пуçăннă.

Чире вăраха яма сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшманни, сăра-эрехпе иртĕнни, пирус туртни, самăрăлни, апата пĕлсе çименни те пулăшать.

Кашни çыннăн çулталăкра пĕр хутчен флюорографи тухмаллах, Хĕрарăмсене маммографи тĕрĕслевĕ кирлĕ. Холестерин шайне виçере тытса тăма тăрăшмалла. Юн анализне тĕрĕслеттермелле. Электрокардиограмма тумалла тата ытти те.

- Пытарма кирлĕ мар, юлашки вăхăтра ача çураласси чакать. Ача çуратмалли уйрăмра юсав ĕçĕсене пурнăçланă чухне йывăр çын хĕрарăмсем Шупашкарти перинаталь центрне, Канашри уйрăма çỹрерĕç...

- Тĕрĕсех. Шăпах çавна шута илсе вырăнти ача çуратмалли уйрăмран нервпа юн тымарĕсене сиплекен уйрăм тăвасшăн. Укçи-тенкине уйăрнă ĕнтĕ. Оборудованисем туянмалăх та пур. - Ĕçĕрсем сахал мар, паллах. Территорине те сăн кĕртесшĕн...

- Кăçал пирĕн муниципалитетра сывлăх çурчĕ уçăлни 155 çул çитет. Çавăн пекех канмалли кун, акă, медицина ĕçченĕсен уявĕ. Пурне те çав ятпа саламлатăп, çирĕп сывлăх сунатăп. Сывлăх пулсан эпир пуринчен те пуян.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика