Тури Туçасем ирхи кĕлле Алманчăри скитра ирттернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2024, 20:40 Просмотров: 400

 СЕНТЯБРĔН 30-мĕшĕнче, асап тỹссе вилнĕ София, Вера, Надежда, Любовь çветтуйсене асăнмалли кун, Тури Туçари чиркỹ настоятелĕ Николай Марков протоиерей йĕркеленипе прихута çỹрекенсем ирхи кĕлле Алманчăри Серафим Соровский ячĕпе уçнă скитра ирттернĕ. Турра ĕненекенсене Лидия монахиняпа Иоан монах кĕтсе илнĕ. Литурги хыççăн вĕсем скит пурнăçĕпе паллашнă. Скит ялтан аякрах мар, яштак хырсем хушшинчи тỹрем çĕрти çăтмах евĕр вырăнта вырнаçнă. Хăйсен тăрăшулăхĕпе тата халăх вăйĕпе вĕсем Турра ĕненекенсем валли пысăк хăтлăх тунă. Кунта кĕлĕ çурчĕ те, столяр мастерскойĕте, пурăнмалли, апатланмалли çуртсем те хăпартнă.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика