Професси илме пулăшни – пархатар

Категория: Публикации Опубликовано: 04.06.2024, 20:29 Просмотров: 232

Кадрсен "лаççи"

100 çул - иртсе кайнă кун-çул çеç мар. Ăсталăха тăтăш ỹстерсе пыни, пиншер çамрăка професси парса пурнăç çулĕ çине кăларни, чылай проекта çул пани. Техникум сулмаклă утăмсемпе аталанса пырать.

Вăл хулари вĕренỹ учрежденийĕсенчен пĕртте кая мар. Пĕлỹ пухмалли корпус виçĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Унта 16 кабинет. Вĕрентỹ мастерскойĕсем, спорт площадки, спорт тата акт залĕсем, автотрактородром, 10 автомашина, ял хуçалăх техники 8 единица, столовăй (унта студентсем апатланаççĕ тата практикăра пулаççĕ), библиотека, музей, медицина пỹлĕмĕ,160 вырăнлăх общежити пур. Ĕç ăсталăхне студентсем 47 гектар çĕрпе ĕçлесе хăнăхаççĕ.

Вĕренỹ учрежденийĕ ял хуçалăх техникипе оборудованийĕсене юсакансене, вĕсемпе ĕçлеме ял хуçалăх производствин мастерĕсене, пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерĕсене, повар-кондитерсене тата ыттисене те хатĕрлет.

Аслă çулхисем те çул тупнă техникума. "В", "С" категориллĕ водительсене, "А1", "В", "С", "Д", "Е", "F" категориллĕ трактористсене, экскаватор машинисчĕсене, груз тиекен водительсене, поварсене, кондитерсене, çĕвĕçсене, каменщиксене, электросварщиксене вĕрентсе хатĕрлеççĕ кунта.

 Студентсем професси ăсталăхĕпе иртекен, "Студвесна", культура мозаики тата ытти конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул регион шайĕнчи тапхăрта призер пулнă. Станислав Мишин ял хуçалăх техникине юсас тата ĕçлеттерес енĕпе иккĕмĕш, Данил Уфуков груз турттаракан техникăна ĕçе хатĕрлессипе виççĕмĕш вырăна тухнă. Дарья Краснова регион тапхăрĕнчи "Çулталăк студенчĕ" конкурсра "Çулталăк спортсменĕ" номинацире палăрнă.

Кунта "Батыр" çарпа патриотла, "БАТ" спорт клубĕсем, студентсен наука пĕрлешĕвĕ ĕçлеççĕ.

Волонтерсем те хастар. Вĕсем Çĕнтерỹ волонтерĕсем, агроволонтерсем юхăмсенче кăтартуллă, сывă пурнăç йĕркине мала хураççĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ стипенди парса хавхалантарать. Вăл йышра техникум студенчĕсем те пур. 2022 çулта иккĕн, пĕлтĕр пĕри çак чыса тивĕçрĕç.

Мастер-классем ирттересси йăлара. Çакнашкал мероприятире шкулсенчи 6-11 классенче вĕренекен 350 ача пулнă.

Дипломлă специалистсем ĕçе вырнаçасси те лайăх. 61 проценчĕ ку енĕпе ĕмĕчĕсене пурнăçланă. 23 проценчĕ çар ретне тăнă. 9 проценчĕ пĕлĕвне аслă шкулсенче тăсаççĕ. 5 проценчĕ çемьеленнĕ, ăрăва малалла тăсаканĕсене пăхаççĕ.

Çамрăксене малашлăхри çулĕсене уçса парассипе Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк муниципалитет округĕсен администрацийĕсемпе килĕшỹ çырнă. Чăваш патшалăх аграри университечĕ те выпускниксене кăмăлласах йышăнать.

Техникума вĕренме çỹлерех асăннă муниципалитет округĕсенчен çеç мар, Ульяновск облаçĕнчен те, Тутарстан Республикинчен те килеççĕ.

Паянхи кун выпускниксене "Исток", "Куснар" çĕр ĕç фирмисем, "Батыревский" пĕрлешỹ, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ, "Труд", "Молочные зори", "Экопродукт", "Баракат" кооперативсем, Решит Санзяпов, Камиль Салихов, Валерий Кузнецов, Евгений Мартышкин фермерсем тата ыттисем те кăмăлтан ĕçе явăçтараççĕ. Мĕншĕн тесен çамрăксем теорине алла илнипе пĕрлех практикăна хăнăхса пырса аслă юлташĕсене улăштарма хатĕрленсе тухаççĕ. Чăнахах та паян ял хуçалăх продукцине тирпейлекен технологсем, уй-хир отраслĕн мастерĕсем, çĕнĕ йышши техникăсемпе ĕçлекенсем кирлех. Ĕç паракансем ахальтен мар ĕнтĕ тата агроном-экономистсене, фермерсене, ял хуçалăх экологĕсене, агроинформатиксене тата ыттисене те хатĕрлеме ыйтаççĕ.

Техникумра 475 ача вĕренет. Вĕсенчен 400-шĕ куçăмлă майпа. Халĕ вĕрентỹ учрежденийĕ пĕрлĕхлĕ "Шкул-техникум-аслă шкул-предприяти" уçлăхпа ĕçлет. Çакă çитĕнекен ăрăва нумай çăмăллăх кỹрет. 200 шкул ачи çĕвĕç, повар, автомашинăсене юсакан слесарь профессине алла илни çинчен свидетельствăллă пулни шăпах çакна çирĕплетет те ĕнтĕ.

"Вĕрентỹ" наци проекчĕн "Кашни ача çитĕнĕвĕ" федераци проектне пурнăçа кĕртме тăрăшнăран техникум паян ят-сумне çухатмасть. Кунта пысăк ĕç стажĕллĕ, ăста кадрсем вăй хураççĕ. Чылайăшĕн хисеплĕ ятсем пур. Преподавательсем занятисенче информациллĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Хăйсен ĕç ăсталăхне кăтартакан уçă уроксем сахал мар ирттереççĕ.

 Республикăн кăнтăр муниципалитет округĕнче çакнашкал вĕренỹ заведенийĕ пурри чăннипех те ырлăх. Килтен аякка каймасăрах хăвна килĕшекен професси суйласа илме пулать.

Техникумра вĕреннишĕн ỹкĕнмеççĕ çамрăксем. Çавăнпа унта пĕлỹ пухма çỹрекен чылай. Кадрсен лаççинчен 100 çулта миçе çын пĕлỹ пухса тухнине шутласа та кăлараймăн. Нумай, нумай, нумай...

Кĕске истори

Техникум республикăри чи ватă вĕренỹ заведенийĕсенчен пĕри шутланать. Ăна 1924 çулта Аслă Патăрьел уес канашĕн йышăнăвĕпе вĕрентỹпе кăтарту мастерскойĕ евĕр уçнă. Кунта тимрĕçсене тата йывăçпа ĕçлекенсене хатĕрленĕ

 Архив докуменчĕсемпе малтанах 48 ачана йышăнни паллă. Вĕренỹ занятийĕсем вăхăтра та пуçланайман. Ĕç хатĕрĕсем те тивĕçтереймен. Кашни ачан пĕр кăранташ тата виçĕ перо пулнă.

Вĕрентỹпе воспитани ĕçне лайăхлатма столяр мастерскойĕ те пулăшнă. Ятарлă заказсемпе ĕçлесе кунта çулталăка 2 пин тенке яхăн укçа пуçтарнă. 1927 çул тĕлне 50 ача вĕреннĕ. Вĕсем пурте каччăсем пулнă.

Малаллахи пурнăç класс пỹлĕмĕсене анлăлатма ыйтнă. Кунта пĕлỹ пухас ĕмĕтлисем йышланнă. Анчах çак ыйтăва татса парас текенсем тупăнман. Вĕренекенсен ăсталăхĕ ỹссех пынă. Вĕсем мастерскойĕнче хăйсемех тимĕр шăратма пултарнă. Çавнашкал цех вăл вăхăтра Шупашкарта та пулман.

 Мастерскоя малалла аталантарма укçа-тенкĕ çукки чăрмантарнă. Çавна пула инвентарьсемпе оборудованисем илеймен, вĕренекенсене апатлантарайман. Тăлăх ачасене пулăшайман, пурăнмалли вырăн пулман. Вĕренекенсем хваттерсенче тỹлесе пурăннă.

Вĕрентỹ мастерскойĕ 1930-1940 çулсенче малалла аталаннă. Халĕ вара хуçалăхсем валли счетоводсемпе зооветсанитарсене те хатĕрлеме пултарнă.

1936-1959 çулсенче вĕренỹ заведенийĕ Чкаловскинчи ял хуçалăх шкулĕ шутланнă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетнĕрен тата улма-çырла питомникĕ хăвăрт аталаннăран кунта сад ăстисемпе кĕçĕн ветеринари фельдшерĕсене хатĕрлеме пуçăннă.

1964 çулта ял хуçалăх шкулĕ професси училищи ята илнĕ. 1987 çулта пысăк та çутă кабинетсемлĕ, мастерскойлă, лабораторисемлĕ, 120 вырăнлăх столовăйлă, спорт заллă, пуян библиотекăллă, 480 вĕренỹ вырăнĕллĕ çĕнĕ комплекс хута кайнă.

2013 çултанпа агропромышленность техникумĕ шутланать.

Тĕрлĕ çул кунта А.М.Маслов, Ф.И.Иванов, И.М.Зайцев, Г.К.Кузьминская, Г.Е.Чернов, З.А.Шрша, В.В.Дергунов, А.П.Табаков, И.В.Мулюков, С.А.Алексеев, В.И.Волков, О.Н.Рыбкина, В.В.Николаев, В.В.Спиридонов, С. П. Кальметов ертỹçĕре ĕçленĕ. Паянхи кун директорта А.А.Логунов вăй хурать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика