Ҫимӗкре республикӑри мӗн пур ҫӑва ҫине кӗме чарнӑ

Категория: ВИДЕОНОВОСТИ Опубликовано: 05.06.2020, 13:35 Просмотров: 458

Коронавирус чирӗ сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк пулнӑран, Роспотребнадзор управленийӗ муниципалитетсене ҫак йӗркене ҫирӗплетме хушнӑ. Асӑрхаттарӑва пӑхӑнманнисене административлӑ право йӗркине пӑснӑшӑн штрафлаҫҫӗ.

Республикӑра пурӑнакансен Ҫимӗкре тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсен вилтӑприйӗсем ҫине ҫитсе асӑнас йӑлана пӑрахӑҫлама тивет. Ҫак канмалли кунсенче ҫын пытарма ҫеҫ масар ҫине кӗме юрать. Чӑваш Енре кунсерен коронавируспа чирленисен шучӗ ӳснӗрен, ковид-19а пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ хушӑннӑран ҫапла йышӑну тунӑ. Аса илтеретӗп, республикӑра Мӑнкун тӗлне йӗркене самай ҫирӗплетнӗ. Шупашкарта Ҫимӗкре ҫӑва ҫине каймалли ҫулсене пӳлсе хураҫҫӗ. Чиркӳсенче те кӗлӗсене сахал йыш кӑна хутшӑнма пултарать. 

-

Ирина Николаева, Татьяна Самсонова, Екатерина Янгалакова

 

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика