Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулсеренех Федераци Пухăвне тухакан Çыру - çĕршывăн малашнехи аталану çулне палăртакан тĕп документ. Владимир Владимирович сывлăх сыхлавĕпе, социаллă политикăпа, экономикăпа, шалти тата тулашри политика ыйтăвĕсемпе, хăрушсăрлăхпа çыхăннă ыйтусене туллин те пайăрлăн уçса пачĕ, çĕршыв умĕнчи тĕллевсене çивĕчлетрĕ.
Раççей Президенчĕ Çырура чăн малтанах коронавирус пандемийĕпе çыхăннă иртнĕ çулхи событисене пĕтĕмлетрĕ, эпидеминчен паянхи кун та хамăра сыхламаллине, хỹтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмаллине, прививка тутармаллине çивĕчлетрĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та уйрăм граждансем, коллективсем вакцинасси тăваççĕ. Район администрацийĕн ĕçченĕсен пысăк пайĕ те прививка тутарчĕ.
Владимир Путин регионсене аталанма, ачасене, студентсене, ача амăшĕсене паракан, халăхăн пурнăçне лайăхлатма пулăшакан социаллă çăмăллăхсем хушăнни, малашне те çĕнĕ шкулсемпе культура çурчĕсене, музейсене хута яма патшалăх сахал мар укçа-тенкĕ уйăрни пурте халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. Федераци Пухăвне янă Çырура вĕсем пирки Владимир Владимирович пайăррăн палăртрĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - çĕршыв Пуçлăхĕ ялсене аталанма майсем туса паракан наци проекчĕсене хастар хутшăнасси, район халăхĕн ыйтăвне тивĕçтерсе хăтлă пурнăç туса парасси. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пуçарулăх бюджечĕпе тата "Хальхи вăхăтри хула хăтлăхĕ" программăпа чылай проект пурнăçа кĕрет. 2020 çулта çеç обществăлла инфратытăма аталантарамлли 25 проекта реализациленĕ. Кăçал тепĕр 11 проекта пурăçа кĕртмелле.
Александр Чегаев, Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă Çырăвне халăх çулсеренех ырă ĕмĕт-тĕллевпе кĕтет. Çĕршыври лару-тăрăва кура ача амăшĕсене, вĕренекенсене, студентсене, сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене тата ыттисене те паракан çăмăллăхсем ялта пурăнакансемшĕн курăмлă пулăшу.
"Çĕршыв аталанăвĕ регионсенчен килет",_палăртрĕ Çырура Владимир Владимирович. Регион аталанăвĕ, Чăваш çĕршывĕн экономика тĕреклĕхĕ, халăхăн хăтлă пурнăçĕ вара вырăнти влаçран килет. Çакна тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр та эпир. Кăçал, акă, Республика кунĕ тĕлне пуçару бюджечĕпе Аслă Чементе масар çуртне туса лартасшăн. Ял илемĕпе, хăтлăхĕпе çыхăннă ытти плансем те пур.
Петр Ялуков, акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:
- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн Пухăвне янă Çырăва медицинăра вăй хуракансене пандемие парăнтарассишĕн чун-чĕререн тăрăшнăшăн, çавăн пекех ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене йывăр вăхăта пăхмасăр пысăк тухăçлă тыр-пул туса илнишĕн тав тунинчен пуçларĕ. Агропромышленность комплексĕнче чылай çул тăрăшнă май, çакă маншăн питĕ кăмăллă. Чăнах та, 2020 çул этемлĕхшĕн çăмăл килмерĕ, апла пулин те кĕркунне кĕлетсем тулли пулчĕç. Пирĕн хуçалăхрп пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ иртнĕ çул пĕр гектартан 34,6 центнерпа танлашрĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем те начар мар. Пĕр ĕнерен вăтамран 7200 килограмм сĕт сунă.
Депутат пулнă май мана ял аталанăвĕ те питĕ интереслентерет. Владимир Владимирович Çырура çитес виçĕ çулта ялти культура çурчĕсене, библиотекăсене, музейсене çĕнетме 24 миллиард тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ. Питĕ лайăх тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен çынсен ĕçленисĕр пуçне канма та май пулмаллах.
Илдар Камалетдинов, Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕ:
- Пирĕн çĕршыв Ертỹçи Владимр Путин Раççей Федерацийĕн Пухăвне янă Çырура вĕренỹ сферине пырса тивекен ыйтусене уççăн тишкерчĕ, унта çитĕнекен ăру патне уйăракан тимлĕх курăмлă пулчĕ.
Иртнĕ çулхи май-август уйăхĕсенче Хирти Пикшикри шкул çуртне тул енчен çĕнетме, пĕрремĕш хутăн урайне улăштарма, пластик чỹречесем ларттарма тата ытти хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама май пулчĕ. Кăçал маччана, канализацие, сигнализацие, хутса ăшăтмалли системăна юсама палăртнă.
Пилĕк ялтан шкулăн икĕ автобусĕпе турттаракан 256 ачана тивĕçлĕ пĕлỹ илме май туса пама тăрăшни куç кĕретех.
Август 2026 |
