Декабрьти ĕçсем

Категория: В районе Опубликовано: 10.12.2019, 14:43 Просмотров: 510

Садра ытларах юр тытса хăварма тăрăшмалла. Йывăçсен вуллисене, хурлăхан, крыжовник тата ытти тĕмсене юр купаласа сивĕрен хÿтĕлеççĕ. Улма-çырла пахчинче пурăнакан вĕçен кайăксене, уйрăмах кăсăясене, хĕвел çаврăнăш вăррипе, шурă çăкăр тĕпренчĕкĕсемпе, тăварламан сысна çăвĕпе тăрантараççĕ. Сад ăстисем астуса пынă тăрăх – кăсăясем хĕлле ăçта тăранса пурăнма хăнăхнă, çуркунне те çав тавралăха килеççĕ, йăва туса чĕпĕ кăлараççĕ, улма-çырла пахчине хурт-кăпшанкăран тасатма пулăшаççĕ.

Яндекс.Метрика