Ялтан яла ФАП çÿрет

Категория: Публикации Опубликовано: 30.11.2018, 08:32 Просмотров: 366

Октябрь уйăхĕнче пирĕн республикăна мобильлĕ 5 ФАП килсе çитни пирки эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вĕсем 100 çынран сахалрах пурăнакан ялсенчи пациентсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç. Мобильлĕ центрсене РФ Правительствин резерв фончĕн укçи-тенкипе туяннă. Çĕнĕ техникăна Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Етĕрне, Канаш тата Çĕрпÿ районĕсенчи тĕп больницăсем çумне çирĕплетнĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх 2019  çулта Чăваш Ене тепĕр 16 мобильлĕ ФАП килсе çитмелле.

 

Яндекс.Метрика