Крымран – çĕнтерÿпе

Категория: Публикации Опубликовано: 30.11.2018, 08:31 Просмотров: 332

 

Алушта хулинче Пĕтĕм Раççейри çамрăксен туризм шкулĕ ĕçленĕ. Унта 26 регионти вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекен 170 студент хутшăннă. Пирĕн республика чысне И.Н. Уль-

янов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе «Ясна» туроператор хÿтĕленĕ. Вĕсем икĕ ĕç тăратнă. Иккĕшĕ те наградăна тивĕçнĕ. «Ясна» этнокомплексĕн проекчĕ «Чи лайăх этнографи маршручĕ» номинацире çĕнтернĕ. «Уçă Чăваш Ен: япăх куракансем валли 10 экскурси» проект «Социаллă туризм» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Яндекс.Метрика