Ноябрĕн 15-мĕшĕнче районти Обществăлла канашăн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, «МВК «Экоцентр» пĕрлешỹ директорĕ Е. Майрин, ял тăрăх пуçлăхĕ- семпе старостăсем, ял тăрăхĕсенчи Обществăлла канаш председателĕсем хутшăнчĕç. Мероприятие районти Обществăлла канашăн председателĕ А. Самакин ертсе пычĕ.
С. Чернова сăмах илнĕ май Обществăлла канашăн витĕмне, унăн ĕç-хĕлне, вăл ял халăхне хумхантаракан ыйтусене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çитерме пулăшнине палăртрĕ. Çавăн пекех вырăнти пуçару программипе йĕркеленĕ ĕçсем пирки каласа пачĕ. 2017 çулта 19 ял тăрăхĕнчен 13-че çак программăпа усă курса 18,5 млн тенкĕлĕх 13 проекта реализациленĕ. Вăл укçаран республика бюджетĕнчен 11 млн тенкĕ ытларах, вырăнти хыснаран 3 млн тенке яхăн уйăрнă, халăх тата юридика сăпачĕсем 4,5 млн тенкĕ пухнă. Вĕсемпе Ыхра Çырминчи вăтам шкула, Шăнкăртамри Вахитов урамĕнчи çула, Туçари спортпа культура центрне, Шăхачри культура çуртне юсанă тата ытти те.
Кăçал 10 ял тăрăхĕнче 10 проекта 5,6 млн тенкĕлĕх пурнăçа кĕртнĕ. Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи Обществăлла канаш 2011 çултанпа ăнăçлă ĕçлет. Вĕсенчен ыттисем те тĕслĕх илме пултараççĕ. Çакă Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов каласа панинчен те лайăх сисĕнчĕ.
- Обществăлла канаш ял тăрăхне аталантарас тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене татса панă чухне чи малтан пулăшакансенчен пĕри, - терĕ Минсур Харисович. Канаш шутĕнчен пĕрремĕш класа каякансене, вĕренỹ отличникĕсене, лайăх спортсменсене, педагогсене çуллен хавхалантарасси йăлара. Çавăн пекех хаклă сиплев кирлисене, нумай ачаллисене, сахал тупăшлă çемьесене, пушара пула çурт-йĕрсĕр тăрса юлнисене Обществăлла канаш фончĕ алă тăсса парать.
Çỹп-çап ыйтăвĕ районта çивĕччисенчен пĕри пулнине тата халь ăна пухнăшăн укçа та тỹлеме тивнĕрен халăхра тĕрлĕ сас-хура çỹренине шута илсе «МВК «Экоцентр» пĕрлешỹ директорĕ Е. Майрин та сăмах илчĕ. Вăл пухăннисене организаци ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ.
Меропрятинче Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăнакансене РФ Общество палатин Тав çырăвĕсене пачĕç.
О. ПАВЛОВА.
Февраль 2026 |
