Ĕçĕпе мухтавлă, чунĕпе пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 16.11.2018, 09:58 Просмотров: 363

 

Еншик ялĕ çĕршыва нумай пултаруллă çын парнеленĕВĕсем тĕрлĕ сферăра палăрнă, паян та  çĕршыв пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Сăмах май, ÿнер культурин анинче палăрнисем те çук мар. Вĕсенчен пĕри Александр Иванович Мефодьев, литературăри ячĕ _ Сантăр Аксар.

 

Вăл шăп 80 çул каялла çут тĕнчене килнĕ. Ентеш тăван сăмах культурипе ăслăлăхĕн çитĕнĕвĕсене сарас тесе туллин тата   тÿрĕ  камăлтан т  ăрăшать.

А. Мефодьев пултаруллă çыравçă, ăсчах, анлă тавракурăмлă журналист çеç мар, хастар та мал курăмлă ертÿçĕ, шанчăклă тус. Вăл тăрăшнипех И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче чăваш филологи факультетне йĕркеленĕ, чылай çул ăна ăнăçлă ертсе пынă. Филологи ăслăлăхĕнче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Чăваш ача-пăча литературин историне тĕпчесе хаклас ĕçе пурнăçласа пилĕк тĕпчевпе вĕренÿ кĕнеки пичетлесе кăларчĕ.

Чăннипех те пултаруллă Еншик чăвашĕ. Çакна унăн хисеплĕ ячĕсем те çирĕплетеççĕ. А. Мефодьев _ филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Трубина Мархви ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн çыравçăсен тата журналистсен союзĕсен членĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ çынни.

Александр Иванович пурнăçĕнчи сумлă пулăма тăван ялĕнче паллă турĕ. Чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Еншик ял халăхне, тус-юлташне, тăванĕсемпе шкул ачисене ял клубне пуçтарчĕ. Пуçтарăнма сăлтавĕ те пĕчĕк мар. Кăçал Сантăр Аксар çыравçă «Кĕлпук хурăнĕсем» тата «Вĕлтĕр-вĕлтĕр йăмра çулçи» ятлă икĕ кĕнекене кун çути кăтартрĕ. Юлашки çулсенче çырнă хайлавсем кĕнĕ вĕсене. «Кĕлпук хурăнĕ» кĕнекере калавсемпе аса илÿсем, статьясемпе сăнавсем вырăн тупнă.

«Вĕлтĕр-вĕлтĕр йăмра çулçи» кĕнекери лирика тексчĕсем Аксар поэта чун-чĕрипе кăмăл-туйăм çепĕçлĕхне, евĕклĕхне, черченлĕхне мухтанине кăтартакаççĕ.

Çак икĕ кĕнекене хаклама йыхравларĕ те ĕнтĕ Сантёр Аксар хăйĕн ентешĕсене Еншик клубне. Çавăн пекех пуçтарăннисене сăвăç-юрăç сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсен концерчĕ савăнтарчĕ. Ун хыççăн  ял, тăванлăхпа атте-анне темине хускатакан савăсене Еншик шкулĕнче вĕренекен ачасем сцена çинче пăхмасар вуласа пачĕç. Ял çыннисем вĕсене те хапăл туса йышăнчĕç.

Сăвăпа юрă пĕр чĕлхе тупрĕ уявра, черетленсе пычĕç вĕсем. Уйрăмах сăвăç хăйĕн хайлавĕсене вулани, вĕсем еплерех çуралнине каласа пани кăмăллă пулчĕ. «Шура  мăшăрăма», «Куля тетепе инкене», «Валентина Шакеева тухтăра»  халалсене тата «Турамăш та Марье ятлах» поэма сыпакне вуланă самантсем  асра юлчĕç.  

Кĕнекепе юрă уявĕн сумне район, Пикшик ял тăрăх администрацийĕн, ялти вулавăшпа районти культура çурчĕн ĕçченĕсем хутшăнни  татах та ÿстерчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурапа спорт управленийĕн         начальникĕ

И. Рубцова район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Селивановăн Тав çырăвне Александр Ивановича панă май ентешĕн ырă ĕçĕсем  нихăçан та  манăçа тухмассине палăртрĕ.

Мероприяти Еншиксен тараватлăхĕпе ăшпиллĕхне кăтартакан кĕреке юррипе вĕсленчĕ  

Н? Осипов

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика