Ачасемпе çамрăксен ФСК "Паттăр" спорт шкулта сĕтел çинче теннисла выляс енĕпе вĕренекенсен спартакиади шучĕпе ăмăртусем иртрĕç. Вĕсене 14 команда хутшăнчĕ. Вăййа хутшăнакансене районти сĕтел çи теннис федерацийĕн председателĕ А. Мулюков, ăмăртусен тĕп судйи А. Афанасьев саламларĕç.
Вăтам шкулсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна Сăкăтсем (физкультура вĕрентекенĕ В. Анюров), иккĕмĕшне - Первомайскисем (В. Никитин), виççĕмĕшне Пăлапуç Пашьелсем (А. Клементьев) тухрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен вара Алманчăсем (О. Петров) малта. Иккĕмĕшĕнче - Пăлапуç Пашьел, виççĕмĕшĕнче Тутар Сăкăт (Ф. Ахметов) шкулсен командисем.
Харкам хăйшĕн пынă тупăшура Первомайскинчи вăтам шкулти В. Маркиданов пĕрремĕш, Д. Лепешкин виççĕмĕш, Алманчăри Д. Павлов иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Хĕрачасенчен пьедестал çине Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Аллăпа Инна Красновăсем, Н. Соколова улăхрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем грамотăсене тивĕçрĕç.
А. ИВАНОВА
Февраль 2026 |
