Ашшĕсен канашĕ ĕçе пуçăнчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:49 Просмотров: 353

Раççей çирĕп те туслă çемьесемпе пуян. Кил-çуртри хутшăнусене тĕрĕс йĕркелесе пырасси вара ытларах арçын çине тиенет. Унăнах çемьене тăрантармалла. Çитĕнекен ăру умĕнче яваплă пулмалла. Тăван çĕршыва хỹтĕлес тивĕçрен те пăрăнмасть арçын. Вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли пурах. Çавна май Хирти Пикшикри вăтам шкулта ачасен ашшĕсен канашне йĕркелерĕç Унăн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ.

Канаша ялта хисепе тивĕçнĕ, кăтартуллă ашшĕсене кĕртнĕ. Председателĕ пулма И. Чаштанова çирĕплетнĕ. Канаш хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пухусенче отчет туса парĕ. Йĕркене пăсакан, тимсĕр, преступлени çулĕ çине тăракан ачасемпе ĕçлĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика