Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе ветеранĕсем Полици кунне паллă тунă.
Вĕсене професси кунĕ ячĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов тата Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова саламланă.
«Право йĕркине хÿтĕлессипе çыхăннă кулленхи тĕллев залра ларакан сотрудниксемшĕн çăмăл мар, — тенĕ Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ, полицин генерал-майорĕ Сергей Неяскин. — Пирĕн пĕтĕм пурнăç ăна пурнăçласа иртет».
Иван Моторин премьер-министр юлашки çулсенче республикăн Шалти ĕçсен министерствин пурлăхпа техника никĕсĕ тĕрекленнине, сотрудниксем професси ăсталăхне ÿстернине, граждансен интересĕсене ла-йăхрах х\тĕленине палăртнă.
Саккунлăха çирĕплетме, право йĕркине хÿтĕлеме хастар хутшăнакан сотрудниксен ушкăнĕ Шалти ĕçсен министерствин тата патшалăх наградисене тивĕçнĕ.
Февраль 2026 |
