Çĕньялсен ырă ĕçĕ харама каймĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2018, 09:22 Просмотров: 341

НУМАЙ пулмасть çĕньялсем ыр кăмăллăхпа тата ниме меслечĕпе кĕпере юсаса йĕркене кĕртни пирки вулаканăмăрсене хыпар çитернĕччĕ-ха. Çак ялсемех тепĕр сăваплă ĕçшĕн те кар тăрса ĕçленĕ. Чăн малтанах Кооперативная тата Карл Маркс урамĕсенче пурăнакансем кунти çула тикĕслесе ваннă кирпĕчсемпе сарса хытарнă. Ырă пуçарăва тепĕр касри кỹршĕ-аршă та хапăл тунă. Владимир Нестеров, Владимирпа Валерий Ильинсем хăйсен ирĕкĕпе Советская урама "çутта" кăларнă. Нимерен ялăн ытти хастарĕсем те айккинче юлман. Халĕ çак урамсенче çатма пек çул пулмасан та, кĕркуннехи-çуркуннехи йĕпе çанталăкра техникăпа пĕр чăрмавсăрах кĕрсе тухма пулĕ. Ял тăрăх администарцийĕ Ырă ĕç тăва- кансен çулталăкĕнчи хастарсене чĕререн тав тăвать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика