Çуллахи ăшă та хĕвеллĕ кунсем малалла тăсăлаççĕ. Çутă çу кунĕсем инкек-синкекпе ан тĕксĕмленччĕр тесен аслисен те, ачасен те тимлĕ пулмалла. Чăн малтанах кÿлĕ хĕррине, шыва кĕме çул çитмен ачасене хăйсен тĕллĕн ямалла мар. Шыва кĕме юраман, ăна водолазсем тĕрĕслемен вырăнта синкерлĕх сиксе тухасси тата пысăкрах. Ушкăнпа шыв хĕррине канма, уçăлма каякансен те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн шыва кĕме, теветкеленме кирлĕ мар! Ун пек чухне ытти юлташĕсен те асăрхаттармалла. Шел пулин те, кăçалхи сезонта пирĕн окургра та пĕр арçын шывра путса вилчĕ.
Август 2026 |
