Çар операцийĕн ветеранĕсем старта тăнă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:50 Просмотров: 76

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта тĕревпе хускану аппарачĕ суранланнă Украинăри ятарлă çар операцин ветеранĕсем хушшинче пĕрремĕш хут çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ пулнă. Вăл Раççей спорт министерстви, Раççейри паралипиецсен комитечĕ тата Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетсен федерацийĕ йĕркеленипе иртнĕ. Старта тĕрлĕ регионти 100 ытла ветеран, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ 28 команда тăнă. Чăваш Ен чысне 6 спортсмен хÿтĕленĕ.Вĕсенчен Сергей Анисимовпа Артемий Репкин армин Тĕп спорт клубĕн йышĕпе (ЦСКА) хутшăннă. Сергей Анисимов вара Чăваш Ен чысне хÿтĕлесе сăнă тата диск ывăтассипе икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей спорт министрĕ Владимир Дегтяров хутшăннă. Ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем чăн-чăн паттăрсем пулнине палăртнă, вĕсене çĕршыва хÿтĕленĕшĕн тав тунă.

Ăмăрту питĕ хĕрÿ те интереслĕ иртнĕ. Ветерансем сывлăх енчен хавшакраххине пăхмасăр спорта юратнине, ыттисемпе танах ăмăртусене хутшăнма пултарнине кăтартса панă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика