«Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн иртнĕ эрнекун медицина комплексĕн мобильлĕ ушкăнĕ Туçара пулчĕ. Çак кунхине кунĕпе çумăр çуса чăрмантарнине пăхмасăрах тĕп хуламăртан çитнĕ тухтăрсемпе медицина сестрисем территори пайне кĕрекен сакăр ялти çынна кăмăлтан йышăнчĕç, сывлăх пирки пăшăрхантаракан ыйтусене татса пачĕç.
Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе ĕçлеме пикеннĕ проектпа тĕрлĕ специальноçлă тухтăрсен пысăк йышĕ халăха сывлăх тĕлĕшĕнчен тимлĕх уйăрас, вĕсене çăмăллăх кÿрес тĕллевпе çирĕплетнĕ графикпа ялсене тухса çÿренине халăх питĕ лайăх йышăнчĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем патне çемьепе, уйрăмшарăн, ачасемпе те килчĕç, специалистсем 113 çынна кирлĕ сĕнÿ, сипленме кайма направлени пачĕç.
Альбина НИКОЛАЕВА.
ХАКЛАВ
Елизавета ОСТРЯКОВА, пенсионер:
— Туçа ялĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕ ĕçлет. Уншăн эпир питĕ савăнатпăр. Çапах та çак проект уйрăмах ватă çынсемшĕн, округа, Шупашкара больницăна кайса çÿреме йывăрлăх туякансемшĕн çав тери лайăх. Кунтах тĕрлĕрен анализ пама та, ЭКГ, УЗИ тухма та, хăвна пăшăрхантаракан чир-чĕр пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме, сиплев процедури пирки аякка каймасăрах тухтăрпа куçа-куçăн калаçма та май пур. Патшалăх çынсем патне çакăн пек тимлĕх уйăрни, пулăшу пани чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма та, вăхăтра сипленсе ĕмĕре вăрăмлатма та май парать. Çак проект питĕ вырăнлă, кирлĕ.
Август 2026 |
