«Ачасен тухтăрне» кĕтсе илчĕç, ырă хыпара Патăрьелсем хапăл турĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:42 Просмотров: 79

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе старт илнĕ «Сывлăх патне утăм» проект иккĕмĕш çул ялсемпе хуласенче ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Çĕнĕлĕхе халăх хапăл туса, ырă кăмăлпа йышăнни те çакнах çирĕплетет.

Июлĕн 16-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи тĕп больница территорине ачасемпе шăпăрлансен «Ачасен тухтăрĕ» сывлăх пуйăсĕ килсе вырнаçрĕ. Кăшт маларах округри тĕп сиплев картишĕнче çынсен сывлăхпа çыхăннă ыйтăвĕсене татса пама «Кардиопоезд» пулнăччĕ. Вĕсем иккĕшĕ те «Сывлăх патне утăм» проектпа çыхăннă кăçалхи çĕнĕлĕхсем.

Çĕршыв малашлăхĕ, унăн ырă пуласлăхĕ — çитĕнекен çамрăк ăру аллинче. Вăл çирĕп сывлăхлă та анлă тавра курăмлă, чăн-чăн патриот пулса çитĕнни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак ыйтусене пурнăçа кĕртме çĕршыв ертÿçи, Республика Пуçлăхĕ те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн Патăрьелне çитнĕ куçса çÿрекен «Ачасен тухтăрне» ача-пăча та, ашшĕ-амăшĕ те хапăлласа кĕтсе илчĕç. Чăн малтанах çак территори ачасен савăнăçлă сассипе тултăр, вĕсен кăмăлĕ савăк пултăр тесе вĕсене илĕртме кунта социаллă служба, вулавăш ĕçченĕсем тĕрлĕрен астармăш вăйă йĕркеленĕ. Республикăри тухтăрсемпе куçа-куçăн курнăçма килекен кашни ашшĕ-амăшĕпе ачана хаваслă клоун кĕтсе илсе ăсатса ячĕ.

«Сывлăхлă малашлăх» республика программипе çула тухнă тухтăрсем кунта килнĕ кашни ачана йышăнчĕç, вĕсен сывлăхне тĕрĕслерĕç, кирлисене УЗИ, ЭКГ кăларчĕç, тĕрлĕрен анализ илчĕç, юн пусăмне тĕрĕслерĕç. Чи пахи — специалистсем анализсен результачĕсемпе çийĕнчех вĕсене чиртен профилактика тумалли, сипленмелли сĕнÿсем пачĕç.

Çамрăк ачасен ашшĕ-амăшĕ вырăна тухса çÿрекен «Ачасен тухтăрне» пысăк хак пачĕ

Хаклав

— Паян эпир виçĕ уйăхри пепкемпех «Ачасен тухтăрĕ» патне йышăнăва килтĕмĕр. Ачана çитĕнтернĕ чухне сывлăхпа çыхăннă ыйту сахал мар пулать. Ăна вăхăтра тата тухтăрсемпе татса пани пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр, — терĕç Пăлапуç Пашьелĕнчен килнĕ Ивановсем. Нумай ачаллă ашшĕпе амăшĕ ачасен сывлăхпа çыхăннă ыйтăвĕсене вырăнтах татса пама май туса панăшăн, çакăн пек программăсем ăнăçлă ĕçленĕшĕн Республика Пуçлăхне чĕререн тав турĕç.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика