Çул çитмен ачана эрех ĕçме явăçтарнăшăн штрафсем ÿснĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:37 Просмотров: 69

2026 çулхи майăн 22-мĕшĕнчен РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексри тÿрлетÿсем вăя кĕнĕ. Район прокуратури, Патăрьел муниципалитет окургĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен комисси, профилактика канашĕ вулакансене çакăн пирки çирĕп асăрхаттарать. Улшăнусен тĕп шухăшĕ — çул çитменннисене эрех-сăрапа, спирт тытăмлă продукципе, çавăн пекех психотроплă е пуçа минретекен япаласемпе усă курма явăçтарнăшăн штрафсем самай ÿсни.

Çак сăлтавпа йĕркене пăсакансене мĕнле айăплаççĕ-ха? Граждансемшĕн (ахаль çынсемшĕн) 5000 тенкĕрен пуçласа 10000 тенкĕ таран (маларах 1500 — 3000 тенкĕ штраф пулнă); должноçри çынсем валли 20000 тенкĕрен пуçласа 50000 тенкĕ таран (маларах 5000 — 10000 тенкĕ пулнă) штраф параççĕ.

Кун пек чухне норма хăй (РФ КоАПăн 6.10 статйи) малтанхи пекех юлнă. Унта хутшăну тесе шутланине уçăмлăн çырса хунă: ку хăналани, кучченеç кăна мар, ÿкĕтлени, сĕнни, тупăш тума шантарни, улталани, хăратни е пусмăрлани те. Çул çитмен ача эрех-сăра усă курма килĕшнĕ самантран право йĕркине пăсни шутланать.

Çавăнпа та çул çитмен ача усал серепене ан çаклантăр, аслисен витĕмне кĕрсе ан ÿктĕр тесен ашшĕ-амăшĕн те, профилактика субъекчĕсен те яланах сăнаса тăмалла.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика