Пуçару бюджечĕн программипе пурнăçа кĕрсе пыракан объектсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни, ĕçсен пахалăхĕ, уççăнлăхĕ ĕçе заказ параканпа ăна пурнăçлакан подрядчикрен çеç килмест. Хальхи вăхăтра Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме — Халăх бюджечĕ» пуçару программипе хута кайса пыракан кашни объект халăх тимлĕхĕнче пулни, Общество палатин членĕсемпе старостăсем, ялти ытти общественниксем пĕр вăй пулса çак ĕçсемпе кăсăкланни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Пĕлме: Патăрьел муниципалитет округĕнче çак программăпа кăçал 74 çĕнĕ объект ĕçе кĕмелле. Вĕсенчен 23-шне пурнăçа кĕртнĕ, тепĕр 8 объекта çывăх кунсенче ятарлă комисси йышăнĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнче йĕркеленнĕ Общество палатин çĕнĕ йышĕ ку тĕлĕшпе хăйсен ĕçне пысăк хастарлăхпа пуçăнчĕ. Çак кунсенче вĕсем те тĕрĕслев ушкăнĕпе муниципалитет округĕн пуçлăхĕн хăтлăх кÿрес тата территорисен аталанăвĕн управленийĕ йĕркеленипе çывăх вăхăтра хута яма палăртнă Ыхра Çырминчи шыв скважинине тарăнлатнипе, Аслă Чементи ял стеллине тунипе, çак ялтах пушар тухас пулсан ăна парăнтарма чавнă кÿлĕпе, Патăрьелĕнчи парковка вырăнĕпе паллашрĕç. Çак объектсене пурне те «Ниме — Халăх бюджечĕ» республикăри программăпа хута ямалла.
— Хальхи вăхăтра халăх пуçарăвĕпе тăвакан объектсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика, округ бюджечĕсенчен, халăхран каякан укçа-тенкĕпе вырăнлă, уççăн усă курнине, ĕçĕн пахалăхне тата ăна палăртнă вăхăтра пурнăçланине малашне те паянхи пекех хамăр специалистсемпе çеç мар, Общество палати членĕсемпе, старостăсемпе, ялти общественниксемпе пĕрле хак парăпăр, çитменлĕхсене палăртса хăварăпăр. «Ниме — Халăх бюджечĕ» яланах халăх тĕрĕслевĕнче, тимлĕхĕнче пулĕ. Влаçпа халăх хушшинчи уççăнлăх ĕç пахалăхне тата ытларах ÿстерĕ,— çапла палăртрĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, хăтлăх кÿрес тата территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Вероника Кузнецова асăннă объектсенчи тĕрĕслевре.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
