Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнчи кашни шкултах Пĕлÿ кунне кĕтсе илме, ачасене кирлĕ условинче йышăнма хатĕрленеççĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов Пăлапуç Пашьелĕнчи, Туçари, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулсен директорĕсемпе тĕл пулнă, вĕрентÿ учежденийĕсем сентябрĕн 1-мĕшне, çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле кĕтсе илнипе, малашлăх планĕсемпе паллашнă.
Пăлапуç Пашьелĕнчи шкул тĕпрен илсен тĕрĕслев комиссине йышăнма хатĕр. Хальхи вăхăтра территорине тирпейлес ĕç пырать. Çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе кунта спорт зала юсанă, шкул картишĕнче çутă вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра котельнăйне юсаса тирпейлес ĕç тĕп вырăнта. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче 70 ача парта хушшине ларĕ. Шел пулин те, пĕрремĕш класа килекен пĕр ача та çук.
Туçари вăтам шкулти тĕп ыйту — вĕсен коллективне Çĕнĕ Ахпÿртрипе пĕрлештересси. Реорганизаци ыйтăвĕпе тĕрĕс йышăну туни пĕлтерĕшлĕ. Кунта ашшĕ-амăшĕн, педагогсен шухăшне шута илнине те палăртнă Равиль Фарахутдинович.
Тутар Сăкăтри вăтам шкул ыттисемпе танлаштарсан çĕнĕ. Кунта вĕренÿ çулне хатĕрленсе пысăк ĕçсем тумаллиех çук. Коллектив вĕренÿ çулне пысăк кăмăлпа пуçăнма хатĕр.
Август 2026 |
