Чи лайăх хуçалăхсене палăртрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:32 Просмотров: 80

Çĕрпÿ муниципалитетĕнче республикăри «Уй кунĕ-2026» курав иртрĕ. Унта хальхи вăхăтри ял хуçалăх техникипе, ÿсен-тăрана хÿтĕлекен хими хатĕрĕсемпе, минераллă удобренисемпе паллашма май пулчĕ. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Федоров ертсе пыракан делегаци тата ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсем хутшăнчĕç.

«Уй кунĕ-2026» куравра Чăваш Енри аграрисен 2025 çулхи ĕç-хĕлне те пĕтĕмлетрĕç. «Агро-100» клуба округра малта пыракан, çĕнĕ технологисене усă куракан, экономика тĕлĕшĕнчен çирĕп 6 хуçалăх кĕнĕ: «Исток», «Авангард» пĕрлешĕвĕн «Патăрьел беконĕ» филиал, «Батыревский», «Красное Знамя», «Корма», «Труд».

Сахăр кăшманĕ туса илессипе ăнăçлă ĕçлекен «Исток» çĕр ĕç фирми тата Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕ пысăк кăтартусемшĕн наградăсене тивĕçрĕç.

Ирина ХАДАРОВА,

округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика