Вырма ăнăçлăхĕ техникăран нумай килет. Тыр-пула сахал тăкакпа тата кĕске вăхăтра пухса кĕртес тесен комбайнсемпе пĕрчĕллĕ культурăна йĕтемме турттаракан транспортăн юсавлă пулмалла.
Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Федоров, асăннă пайри Ирина Хадарова тĕп специалист, Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕн начальникĕ — аслă инспекторĕ Сергей Сафьянов яваплă тапхăр умĕн хуçалăхсене çитсе техника паркĕпе, çĕнĕ тухăçа кĕтсе илме тырă склачĕсене мĕнле хатĕрленипе паллашрĕç.
Комисси членĕсем пĕрремĕш кунхине, июлĕн 20-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи «Батыревский» пĕрлешÿре, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи «Исток» тата «Корма» çĕр ĕç фирмисенче пулчĕç. Виçĕ хуçалăх та округра çеç мар, республикăра та лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕрисем. Техника паркне çĕнетсех тăраççĕ. Акă, «Исток» çĕр ĕç фирминче кăçал та пĕр комбайн туяннă. «Уй-хир карапĕсене» юсаса пĕтернĕ, паян тесен паян ĕççине тухма хатĕр. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук.
Первомайскинчи «Куснар» хуçалăхра та вырмана хатĕрленсе пыраççĕ. 1620 гектарта çитĕнекен тыр-пула — 1300 гектар сăра вĕретмелли урпа тата 320 гектар кĕрхи тулă — пухса кĕртме виçĕ комбайн хутшăнмалла. Иккĕшне 2021 çулта патшалăх пулăшăвĕпе туяннă. Вĕсен юсавлăхне Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕн начальникĕ — аслă инспекторĕ Сергей Сафьянов тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Пĕтĕмĕшле илсен яваплă тапхăра хатĕррине палăртрĕ. Штурвал умне ларакан механизаторсем те опытлă. Акă, Николай Филиппов вырмана хутшăнма пуçлани 40 çултан та иртнĕ. Çамрăкла комбайнер пулăшуçинче тăрăшнă. Каярах хăй тĕллĕн СК-4 комбайнпа вăй хунă. Пĕрремĕш хăнăхусене алла илме Матвей Кириллов хăнăхтарнă. Аслă Арапуç тăрăхĕнче Матвей Матвеевич нумай яша техникăна ăнланма вĕрентнĕ. Хăй ку тĕнчерен куçса кайни аванах вăхăт иртнĕ пулсан та ырă ячĕ унăн вĕренекенĕсен чĕринче упранать.
Пăлапуç Пашьелĕнчи Сергей Чаданов фермер хуçалăхĕн 400 гектара яхăн çĕр, унтан кĕрхи 28 гектар йышăнать. Комбайна юсама пикеннĕ, ăна паян-ыранах тирпейлесе лартма палăртнă.
— Кĕрхисем симĕсрех, çавăнпа та вырмана кăшт каярах тухатпăр. Унччен техникăна хатĕрлесе çитеретпĕр. Тыр-пула пухса кĕртетпĕрех, — терĕ Сергей Николаевич.
Яваплă тапхăра «уй-хир карапĕпе» Александр Гордеев хутшăнать. Вăл та 1997 çултанпа пĕрчĕллĕ культурăсене кĕлете тăкаксăр кĕртессишĕн тăрăшать.
Комисси членĕсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пулнă май ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнасси, пушартан сыхланасси пирки те калаçусем ирттерчĕç. Вĕсем ытти хуçалăхсене те çитеççĕ.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
