Комбайнсем хире тухрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:29 Просмотров: 79

Муниципалитетра вырма каçалăкĕ уçăлчĕ. Кĕрхи культурăсене пухса кĕртме «Батыревский» пĕрлешÿ тата «Исток» çĕр ĕç фирми пуçласа тухрĕç.

«Батыревский» пĕрлешÿре кĕрхи культурăсем 226 гектар йышăнаççĕ. Пучахсем тулса тата пиçсе çитнĕрен пуçĕсене уснă, çил вĕрнĕ майăн тинĕс евĕр хумханаççĕ, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. «Уй-хир карапĕсем» вара мăнаçлăн тулă пуссипе пыраççĕ.

— Кăçал вырмана тăватă комбайн хутшăнать. Вĕсемпе Геннадий Ялуковпа Владимир Кудряшов, Владимирпа Николай Викторовсем, Алик Шаймановпа Алексей Стеклов, Вадимпа Данил Красновсем ĕçлеççĕ. Хальлĕхе вăтам тухăç пĕр гектартан 50 центнер ытларах — терĕ пĕрлешĕве чылай çул ертсе пыракан Петр Ялуков. Кăтарту чăннипех те савăнтарать. Пахалăхлă вăрлăха тăпрана хывнин, çум курăкпа, хурт-кăпшанкăпа вăхăтра кĕрешнин, çĕнĕ технологисемпе усă курнин, техника паркне тимлĕх уйăрнин витĕмĕ пысăк.

Хуçалăхра яваплă тапхăра çулленех тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Ĕçлекенсене вăй хума тивĕçлĕ условисем туса параççĕ. Комбайнерсем çанталăк хĕвеллĕ тăрсан вырмана кĕске вăхăтра вĕçлеме палăртаççĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика