ТЕЛЕФОН çине «Ракета хăрушлăхĕ», «БПЛА хăрушлăхĕ» текен сообщенисем куллен тенĕ пекех килеççĕ. Шупашкарта тĕпленнисем кун пек хыпара курсанах тÿрех подвалсене, туалет-ваннăна васкаççĕ.
Пилотсăр вĕçекен хатĕрсем округри ялсем çийĕн вĕçсе иртсе кайнă тĕслĕхсем те пулнине шута илсе пирĕн те асăрханулăха ÿстермелле. Килте чухне чÿречесĕр пÿлĕме, кладовкăна каймалла, коридорта тăмалла е подвала анмалла. Транспортпа пыракансен те техникăна чарса хăрушсăр вырăна васкамалла: йывăç хыçне те пулин пытанмалла.
Пилотсăр вĕçекен хатĕре тÿпере курсан телефонпа 112 номерпе шăнкăравламалла, вăхăт тата хăш еннелле вĕçнине, вăл мĕнлерех пулнине пĕлтермелле.
Тăшмана ытлашши информаци пĕлтерес килмесен пилотсăр вĕçекен хатĕрсене телефонпа сăн е видео ÿкерме юраманнине, социаллă сетьсене кăлармалла маррине те асра тытмалла. Йĕркене пăсакансене явап тыттараççĕ, штраф тÿлеттереççĕ.
Август 2026 |
