ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвне ăсатсах тăраççĕ. Пĕрлех салтаксем валли çырусем те çыраççĕ. Çакă ачасен чĕринче патриотлăх туйăмне çуратма хăнăхтарать, йывăрлăха лекнисене пулăшма вĕрентет.
11 Б класран вĕренсе тухса кайнисем те хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварнă. Выпускниксем неонацистсемпе кĕрешекенсене чун-чĕререн пулăшас тĕллевпе хăйсен тÿпине хывнă — 19 пин тенкĕ пухнă. Çамрăк хĕрсемпе каччăсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентессишĕн, чунлăха упраса хăварассишĕн Гульнафис Азмукова класс ертÿçипе ытти педагогсем, ашшĕ-амăшĕ сахал мар тăрăшнă. Кăтартăвĕ вара куç умĕнче — ачасем чăн-чăн патриотсем.
Август 2026 |
