Ырă кăмăлпа пурте пĕрле хутшăнар марафона

Категория: Публикации Опубликовано: 27.07.2026, 09:28 Просмотров: 71

«АЧАЛĂХ ячĕпе, ачалăхшăн» марафона 1995 çултанпа республикăра, çав шутрах округра та çулленех йĕркелеççĕ. Кăçал та ырă йăлана малалла тăсрĕç. Хальхи вăхăта 18 коллектив тата уйрăм çынсем унта хутшăннă, пурĕ 136 пин тенкĕ ытла пухăннă. Марафон августăн 1-мĕшĕччен пырать. Вăхăт нумаях юлманнине шута илсе муниципалитетра пурăнакансем хастарлăх кăтартса тата ытларах хутшăнсан питĕаван. Ырă туни çĕре ÿкмест, пурнăçра çул уçса çеç пырать.

Пухăннă укçапа сывлăх енчен хавшак, йывăр лару-тăрури ачасене пулăшаççĕ, çамрăк ăру валли культурăллă мероприятисем йĕркелеме, спорт проекчĕсене хута яма тата ытти тĕллевпе усă кураççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика