Ватă салтак. Калав

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2026, 10:11 Просмотров: 113

Каç пулас умĕн Ваççа шампăрт-шампăрт, шампăрт-шампӑрт тунӑ сасăсем илте пуçларĕ. Çак ăнланмалла мар сасă кӑсӑклантарчĕ ăна. Пĕр виç çĕр метртан шурлăхлă вырăн пуçланчĕ. Шав енне асăрханса шăвăнса пыракан салтак хăлхине ывăннă лаша тулхăрни кĕчĕ. Пĕр пысăках мар уçă вырăнта малтан урапа курăнчĕ, тимлĕрех пăхсан тата пĕр виçĕ çулхи кăвак лаша малти сулахай урипе шурлăх шывне чарăнмасăр шампăртăк! шампăртăк! туса «ăсса» тăрать. Çумĕнче тимĕр кăвак лаша выртать. Лаша нушана лекнине Ваççа ăнланчĕ пулин те васкамарĕ ун патне пыма.

Самай вăхӑт иртсен, çывăхра никам та çуккине пĕлсен тин Ваççа урапа патне хыçран пырса ун çинче мĕн пуррине тимлĕн тĕпчерĕ. Тĕнĕлĕ пысăк осколок лекнипе юрăхсăра тухнă. Малти сылтăм кустăрми тухса ӳкнĕ, айăпланнă урапи вара лаша сĕтĕрнипе шурлăхри ăшăх вырăнта хуçăлнă икĕ ăвăс вулли хушшине кĕрсе хĕсĕнсе ларнă. Кăвак лаша çумĕнче иккĕлле кӳлнĕ тимĕр кăвак лаша вилли варринчи турта çинче выртать. Йывăр виле туртана пусарнипе çумĕнчи лаша шурлăхра асапланать. Çамрăк ăйăр парăнасшăн мар, çăвăнпа хăмăтран çăлăнас тесе час-час пуçне уха-уха илет, урипе шыв «ăсать». Хулăн чĕнрен тунă хырăм айлӑхне йĕнерчĕкпе çирĕп çыхӑнтарнине пула хăмăчĕ те, пĕкки те лашна хăтăлма памаççĕ. Чĕрĕ лашана шеллесе, ăна нушаран хăтарас тесе малтан Ваççа ӑна тăварас шутпа çывхарчĕ те, лешĕ хăранипе çынна хăй патне яхăнне те ямасть. Салтак лав патне пырса çиеле витнĕ улăм çинче, айĕнче тилхепене, хырăм айлӑхне, хăмăт хӑлхисене касма мĕн те пулин шырарĕ. Васканипе алли айне нимĕн те лекмерĕ.

«Кун пек пулмасть, тĕплĕнрех шырам, ял ĕçĕпе пурӑнакан арçын пурпĕр запас пуртă тавраш илнех пуль», ‒ тесе шутларӗ.

Чăн та, улăма сирсе пăрахсан лав хуçин пытарарах хунӑ пысăках мар пурттине тупрĕ те Ваççа çамрăк ăйăра асăрханса вилӗмрен хăтарчĕ. Лаша ирĕке туйса ниме пӑхмасăр шампăлтăк-шампăлтăк! туса таçталла, хăй те пĕлмен çĕрелле, васкарĕ. Лаша сасси шăплансан выçăпа касӑхнӑ Ваççа вилнĕ лаша какайне мĕнле те пулин пӗçерсе çиме май çук-ши тесе çывăхарах пычĕ те, çăмсана тӳрех çĕре пуçланă ӳт шăрши кӳ-ӳ кĕрсе кайрĕ. Тепĕр лашине ирĕке кăларнă чух та çак шăрша туйнăччĕ, анчах ун чухне шурлăх шăрши пулĕ ку тесе  шутларĕ. Лав хуçине шыраса салтак унталла-кунталла уткаласа çӳрерĕ, çул тăрăх каялла кайса та пӑхрĕ, ниçта та тупаймарĕ.

Лав çинчи тилхепене илсе вăрăмăшĕпех меллĕ кăна пилĕке çавăрса çыхрĕ те тилхепе хушшине пурттине хĕстерчӗ. Йĕри-тавра куçӗпе пăхса çаврăнчӗ, хӑш еннелле каймаллине палăртса пуçĕ çинчи тарпа йĕпенсе тĕссĕрленнĕ пилоткине тӳрлетсе лартрĕ. Чун-чӗрипе çирӗпленсе малалла çул тытрӗ…

                      ***

Аврам Мишшисен умĕнчи сак çинче ларакан ватă салтак ассăн сывласа илчӗ те пĕр вăхăт малалла утас тесе шутларĕ. Тăрса урисене те çемçетрĕ. Анчах та Ваççа темшӗн сак çине тепӗр хут майлашӑнса ларчĕ те каллех аса илӳсен авăрне путрӗ.

                      ***

1941 çул. Ҫӗртме уйӑхӗ. Шурлӑхри ĕç-пуç хыççăн халтан кайнă Ваççа тепĕр кунне вăрман хĕрринче вырнаçнă пысăках мар ял патне çитрĕ. Яла кĕмесĕр, тавран кайса малалла утмаллине ӑспа ăнланать, анчах выçă хырăм камран та пулин пĕр татăк çăкăр чĕлли те пулин ыйтма хистет.

Чылай сăнаса выртнă хыççăн асăрхана-асăрхана ял хĕрринчи пĕр çурт çывӑхне пынăччĕ кăна, мотоциклсен сассисем илтĕнсе кайрĕç. Ку ырă мар пуласса сиссе салтак нумай шутласа тăмасăр хăвăртрах аякрах мар курӑнакан   тăрналлă пусӑ патне пĕшкĕнсе чупса кайрĕ. Малтанах сăнаса хунăччĕ ӑна. Пырса та пăхнăччĕ – пусси типĕ. Камран та пулин пытанмалла пулас пулсан çак вырăна палӑртса хунăччĕ. Никам çӳременнине пула йӗри-тавра пĕве кайнă çăра вĕлтĕренлĕх пусса илнĕ. Малтан пырса пăхнă чухне мĕнле асăрхансан та ай вĕтĕлтеттерчĕ Ваççан алли-урине. Мотоциклсен сассисем çывхарнă çемĕн çывхараççӗ. Ваççа тарăнах мар пусса хӑвӑртрах анса пытанас терĕ. Пилĕк тавра явакланă тилхепене вӑр-вар салтрӗ те пусӑ тĕпне анма мел тупса хĕвел хĕртсе çунтаракан вырăнтан сивĕлĕхе чăмрĕ. Тепĕртакран мотоциклистсем пусăран инçех те мар чарăнчĕç пулмалла. Шăпланчĕç. Çывăхрах нимĕç салтакĕсен кăнттам калаçăвĕ илтĕне пуçларĕ. Нумай та вӑхӑт иртмерĕ, икĕ-виçĕ нимӗç шăй-шай кăшкăрашма тытӑнчĕç. Аяй та аяй теççĕ, ыттисем кула пуçларĕç пулмалла. Шăв-шав пĕр вăхăт вăйлă тăчĕ. Ваççа, пусӑ тĕпĕнче пура çумне çыпçӑнса тăраканскер, çӳлте мӗн пулса иртнине ăнлансах каймасть. Сасăсем те йĕркеллĕ илтĕнмеççĕ. Нимĕçсем пусӑ патне утнӑ чухне аяй теме тытăнсан хаяр вĕлтĕренсем совет салтакне «хӳтĕлесе» тăшмансене «çырта» пуçланă пулĕ тесе шутларӗ. Шикленет, чĕтрет Ваççа. Пуртта алăран ямасть, пурнăç вĕçне çитсессĕн вăл та усă пама пултарть тесе шутлать.

Сасартӑк нимĕçсем тĕлли-паллисĕр пеме пуçларĕç. Тăрна çинчи йывăç витре çӳлтен пусă тĕпне нач-ч! туса персе анчĕ. Чутах Ваççана пуçĕнчен лекетчĕ. Чĕри сиксе тухасла тапать. Тарĕччĕ кунтан, анчах пусӑран мĕнле тухăн? Хăйне кĕтесе хĕстерсе лартнă вăкăр пек туять.

«Ма антăм, мĕн туса хутăм? Хама хам пĕтертĕм. Ниçта тарма çук. Пĕр-пĕр çырмари шăтăка пытаннă пулсан, тен, тăшман мана курмасăрах иртсе каятчĕ пуль», ‒ мӗлтлетрӗ пуçра шухӑш. Пусӑ тĕпĕнче сивӗ пулсан та Ваççа лачкам тара ӳкрĕ.

Кӗтмен çӗртен мотоциклсем чĕрĕлчĕç те, вĕсен сассисем айккинелле кая пуçларĕç. Ваççан чунĕ лӑш пулчĕ. Ак тата, каллех чарăнчĕç.

Унччен те пулмарĕ ‒ пусӑ кисренсе илчĕ. Пуран çӳлти пайӗ кăшт чалăшрĕ пулмалла. Ҫывăхрах тепре кĕрслетрĕ. Тăрна пусӑ çине ишĕлсе анчĕ. Ваççа кĕлĕ каланă пек пӑшăлтатать, Турă аттерен пулăшу ыйтать. Пурттине сылтăм алӑран сулахая илсе чĕтре-чĕтре сăхсăхма тăрăшать. Ашшĕ-амӑшĕпе, тăвансемпе, ял-йышпа ĕмĕрлĕх сывпуллашать. Аялтан çӳлелле пăхать, кăвак пĕлĕте куçран вĕçертмест.

Акӑ пусӑ пури çинче урлă выртакан тӑрнана йывăр мечĕк пырса çапрĕ те хытă пĕрене каялла тапса янипе мечĕк аяккалла ывтӑнчĕ. Ун хыççăн взрыв хăвачĕ пусӑ пурине ишрĕ. Пĕр вăхăт Ваççан хăлхи хупланчĕ, çавӑнпа мотоциклистсем кайнине те илтмерĕ.

Пĕлĕтре çăлтăрсем тухса выляса ывăничченех Ваççа пусӑ тĕпĕнче ларчĕ. Васкамарĕ тухма. Енчен те нимĕçсем яла килчĕç пулсан, эппин, вĕсем ялтах çывăрĕç, çавăнпа тул çутăласпа çеç малтанах палӑртса хунă меслетпе пусӑран  тухса, çăлăнăç паракан  вăрмана çитсе кӗрсе çухалчĕ.

 Малалли пулать

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика