Мĕнле права кирлĕ?
Двигатель калăпăшĕ 50 куб.см таран мопедпа е скутерпа ярăнма М категориллĕ водитель кирлĕ. Ăна 16 çул тултарсан илме пулать. Енчен те сирĕн урăх категори, сăмахран А е В пур пулсан, М категори хушма кирлĕ мар, паллах.
Регистраци тата техосмотр кирлĕ-и?
50 куб.см таран скутерсемпе мопедсене хальхи вăхăтра Патшалăх автоинспекцийĕнче регистрацилемелле мар. Çакăн пекех çак скутерсемпе мопедсен хуçисен те техосмотр тухмалла мар.
Водителе мĕншĕн штрафлама пултараççĕ?
Правасăр çÿренĕшĕн 5 пинрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Мотошлемсăр çÿренĕшĕн 1500 тенкĕ штраф кĕтет. Çакă водителе те, пассажира та пырса тивет.
Страховка хăçан кирлĕ?
50 куб. см таран скутерсемпе мопедсем валли ОСАГО полисĕ кирлĕ мар, мототранспортăн двигателĕн калăпăшĕ 50 куб. см ытларах пулсан, сехетре 50 çухрăм хăвăртлăх аталантарсан, электромотор хăвачĕ 4 кВт ытларах пулсан страховка кирлĕ. Кун пек чухне техникăна регистрацилемелле, полис çук пулсан 800 тенкĕ таран штрафлаççĕ. Çулталăкра йĕркене тепĕр хут пăссан штраф сумми 3 — 5 пин тенкĕ пулĕ.
П. РОМАНОВ,
ШĔМĕн «Батыревский» уйрăмĕн
ГИБДД пайĕн начальникĕ.
Август 2026 |
