Нăрваш Шăхалĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче тăрăшакансем хаçат-журнал çырăнтармалли кашни кампаниех хастар хутшăнаççĕ, хăйсен вулаканĕсене çухатмаççĕ.
Çиччĕмĕш çул почтальонкăра тăрăшакан Ирина Ермолаева (сулахайран иккĕмĕш) икĕ ача амăшĕ Шупашкарта официантка-барменра ĕçленĕ тапхăрта тăван яла килсе почтальонкăна вырнаçатăп тесе шутлама та пултарайман. Çемьеллĕ пурнăç унăн малашнехи шăпине пĕтĕмпех тепĕр майлă улăштарнă. Чун савнипе — Володьăпа — пĕрлешнĕ хыççăн вĕсем ялтах тĕпленнĕ, çурт-йĕрне хăтлăлатнă, икĕ ывăл çуратнă. Ирина Петровна çамрăк пулин те (33 çулта) паян хăйĕн участокĕнчи кашни вулаканпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлет, вĕсем патне хаçат-журналне, пенси укçине е ытти тавара вăхăтра çитерес тесе чунтан тăрăшать.
— Ялти почтальонка хаçат тусĕсемшĕн, уйрăмах тивĕçлĕ канăва тухнисемшĕн чăн-чăн тăван пекех. Пире вĕсем таçтан аякран тилмĕрсе кĕтеççĕ. Хам та çирĕплетнĕ йĕркепе ĕçлеме, пурин патне те çĕнĕ хаçата вăхăтра çитерме тăрăшатăп. Çак тĕллевпех икĕ çул каялла велосипед мар, электросамокат туянтăм. Халĕ «тимĕр ут» çине утланатăп та малтан Нăрваш Шăхалĕнче почта салататăп, ун хыççăн ялтан самай айккинче вырнаçнă Апрушнайне (Ясная Поляна) вĕçтеретĕп. Сăмах май каласан, Ясная Поляна поселокĕнче пурăнакан çемьесене алăри пÿрнепе те шутласа кăларма пулать.Питĕ сахал. Çапах вĕсем килĕрен тенĕ пек хаçат çырăнаççĕ, общество пурнăçĕнче те хастар. Кăçал çак яла тахçантанпа кĕтекен «кăвак çулăм» çитни вара кунта пурăнакансене тата ытларах хавхалантарчĕ,— кăмăлтан каласа парать çамрăк почтальонка.
Хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май, Ирина Петровна вулакансем ытларах округра тухса тăракан «Авангард» хаçата çырăннине палăртрĕ. Çакă, паллах, питĕкăмăллă. Тавах пурне те пирĕн хаçатпа çыхăну тытнăшăн. Хăш-пĕр пенсионерсем темиçе тĕрлĕ хаçат та çырăнса илеççĕ. Акă, Нинăпа Федор Ермолаевсем кашни çур çултах тăватшар хаçат çырăнаççĕ. Федор Тихонович пенсионер тăххăрмĕш теçеткене вакланă пулин те вулама та, алă ĕç тума та кăмăллать. Вăл паянхи кун та йывăçран чечек савăчĕсем, сăра катки, мунчара милĕк пĕçермелли савăт тата ыттине те ăсталать. Лидия Калашникова, Луиза Митрофанова тата ытти пенсионерсем хаçатпа яланах туслă пулнине пĕлтерчĕ почтальонка.
— «Авангардшăн» хам та тăван пек тунсăхлатăп. Ытти статьясемпе, хыпарсемпе пĕрлех СВО участникĕсем пирки çырнă статьясене кăмăлтан вулатăп. Хамăн шăллăм та çар операцийĕнче пулнăран ытти салтаксем пирки çырнисем маншăн питĕ çывăх.— çапла пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне Ирина Петровна.
Июлĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче кашни çулах Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем хăйсен професси кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн Елчĕк почтамчĕн начальникĕнчен Алина Головинаран «Авангард» хаçат редакцине савăнăçлă хыпар çитрĕ. Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа пурнăçласа пынăшăн Нăрваш Шăхалĕнчи почта çыхăнăвĕн 3 класлă почтальонки Ирина Ермолаева Чăваш Республикинчи çыхăну сферинчи профсоюз организацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
