Вĕренÿ çулĕ вĕçленни аванах вăхăт иртрĕ пулсан та ăна пĕтĕмлетме кая юлман-ха. Савăнтаракан хыпар питĕнумай.
Кăçал вăтам шкулпа 164 выпускник сыв пуллашрĕ, 411 ача 9-мĕш класран вĕренсе тухрĕ. Юлашки хут парта хушшинче ларнисенчен 60-шĕ ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçрĕ. 43 вĕренекенĕн хĕрлĕ аттестат тата «Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн» медалĕн I степенĕ, 17-шĕн кĕмĕл тата «Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн» медалĕн II степенĕ.
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсемпе те хĕпĕртемелĕх пур. 104 выпускник тĕрĕслевре 80 ытла балл пухнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Анна Антонова историпе тата обществознанипе — 200, Роман Орлов географипе — 100, Шăнкăртамри Феизов профессор ячĕпе хисепленекен пĕлÿ çуртĕнче ăс пухнă Назлыгуль Купкянова вырăс чĕлхипе 100 балл илнĕ.
9 класран вĕренсе тухнисем те хăйсен тавракурăмне экзаменра туллин кăтартрĕç. Кăçал 68 хĕрпе каччăн аттестатĕнче «5» паллăсем çеç.
Вĕренекенсен çитĕнĕвĕнче учительсен ĕçĕ палăрать. Вĕрентекенсем ачасене тарăн пĕлÿ, анлă тавракурăм тата тивĕçлĕ воспитани парассишĕн чун-чĕререн тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ муниципалитетри ачасем Раççей, республика шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссенче те çĕнтереççĕ.
Ирина РУБЦОВА,
администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управлениĕн начальникĕ
Август 2026 |
