Столовăй çĕнелет

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2026, 10:00 Просмотров: 116

Ачасем каникулта пулнипе усă курса шкулсенче юсав ĕçĕсене пуçăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш пĕлÿ çуртĕнче вĕренекенсен апатланăвне тата канăвне лайăхлатма столовăйне тĕпрен çĕнетеççĕ. Кунта интерьера урăхлатаççĕ, оборудованисене, канализацие улăштараççĕ, вентиляципе, çутăпа, электричествăпа тивĕçтерессине лайăхлатаççĕ, пÿлĕме хитрелетеççĕ, çавăн пекех кану зонине йĕркелеççĕ. Пилĕк млн тенкĕ ытлалăх юсава санитари нормисене пăхăнса тата ашшĕпе амăшĕн, вĕренекенсен шухăшĕсене тĕпе хурса пурнăçлаççĕ.

Шкулта тулли мар яваплă «Стройкомфорт» пĕрлешĕвĕн строителĕсем вăй хураççĕ. Столовăйне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне хута ямалла.

Объекта «Единая Россия» партин «Çĕнĕ шкул» проекчĕн муниципалитетри координаторĕ, администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова тĕрĕслесе тăрать.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Пĕлме

Июлĕн 27-мĕшĕнче ятарлă комисси Патăрьел муниципалитет округĕнчи шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме тухать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика