Ачаран ĕçе те хăнăхаççĕ, професси те суйлаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2026, 10:00 Просмотров: 111

Мĕн ĕлĕкренех ачасене ĕçе хăнăхтарассине пысăк тимлĕх панă. Ахальтен мар ĕнтĕ хĕр ачасене — йĕке, арçын ачасене пуртă аври çÿллĕш пулсан ашшĕпе амăшĕн хăйсемпе пĕрле вăй хуртармалла тенĕ. Çавăнпах çывăх çыннисем йăха тăсакансене пахча çумлама, хăяр-помидор шăварма, кил-çурт тирпейлеме, кайăк-кĕшĕк пăхма явăçтараççĕ. 14-18 çулти вĕренекенсем, социаллă йывăрлăхри ачасем вĕренÿрен пушă вăхăтра тăрăшнăшăн укçа та ĕçлесе илме пултараççĕ. Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр шăпах ку ыйтупа тимлет.

2026 çулта республика бюджетĕнчен çул çитмен 465 ачана ĕçленĕшĕн тÿлеме 349 пин тенкĕ ытларах, вырăнти хыснаран 495400 тенкĕ уйăрнă. Муниципалитетри 5 организаципе килĕшÿ çырнă, паяна вăхăтлăха 86 ачана вăй хума вырнаçтарнă.

Первомайскинчи Митта Ваçлейĕячĕллĕ шкулта — 19, Шăнкăратмри Э. Феизов ячĕллĕ пĕлÿ çуртĕнче — 22, Нăрваш Шăхалĕнче — 8, Тутар Сăкăтĕнче — 27, Ыхра Çырминчи вĕрентÿ учрежденинче 10 вĕренекен килĕшÿпе тăрăшнă. Вĕсем шкул территорине тасатса тирпейленĕ, хăтлăлатнă, çавăн пекех опытпа сăнав участокĕсенче ĕçленĕ.

Патшалăх яш-кĕрĕме ĕçлеме, хавхалантарма майсем туса пани вĕсене пулас профессие суйласа илме те май парать.

Ольга УГЛЕВА,

округри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр консультанчĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика