Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе ĕçлесе кайнă «Сывлăх патне утăм» проект тухтăрсемпе ял çыннисене тата ытларах çывăхлатрĕ, вĕсене сывлăхне вырăнтах тĕрĕслеттерме, кирлĕ сĕнÿсем илме май туса пачĕ.
Иртнĕ эрнекун тухтăрсен пысăк ушкăнĕ пирĕн Турхан территори пайĕнче пурăнакансен сывлăхпа çыхăннă тĕрлĕрен ыйтăвне тивĕçтерчĕ. Паян тухтăрсем— Туçара, ĕнер «Ачасен тухтăрĕ» пуйăс Патăрьелĕнче пулчĕ.
Ял çыннисемшĕн куçса çÿрекен «сывлăх пункчĕ» питĕ меллĕ, тухтăрсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма май пулнăшăн кунта килекен кашни çын чун-чĕререн тав турĕ.
Мобильлĕ бригадăсем, «Ачасен тухтăрĕ, «Кардиопоезд» республикăри, округсенчи ялсене çитсе пысăк квалификациллĕ тухтăрсемпе тĕл пулса сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме, вырăнтах тĕрлĕрен анализ пама май пулни çынсен чирĕсене вăхăтра тупса палăртма, вĕсене сипленме, пурнăçне вăрăмлатма та пулăшать.
Алина АНТОНОВА,
Турхан территори
пайĕн пуçлăхĕ
Август 2026 |
