Çуллахи шăрăх кунсем ачасене те, аслисене те шыв хĕрне илĕртеççĕ. Кашнийĕн çăвăнса е ишсе ÿт-пĕве уçăлтарас килет. Шыва кĕме юраман вырăна каймалла мар. Ачасемпе юнашар яланах аслисен пулмалла. Çитĕннисен те лайăх пĕлмен кÿлле е юхан шыва кĕмелле мар, шыв çăмăлттайлăха каçармасть.
Çак кунсенче Кĕçĕн Арапуçĕнче 1979 çулта çуралнă арçын шывра путса вилнĕ. Республикăра çулла пуçланнăранпа кун пек тĕслĕхе темиçе те шута илнĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче — пĕрремĕш хут.
Август 2026 |
