Паттăр салтаксене асăнса ăмăртусем ирттертĕмĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2026, 09:56 Просмотров: 108

Вăтаелсем православи тĕнĕпе ял уявне февральте, Сретенинче е Иисус Христоса Иерусалимри храма пĕрремĕш хут илсе кĕнĕ кунра, палăртаççĕ. Çулленех ялта пурăнакансем, кунта çуралса ÿссе хулара тĕпленнисем çак кун пĕрле пухăнаççĕ.

Хĕлле юр пуртан тата сивĕрен пур вăййа та выляма çук, çавна май çамрăксем çулла тата тепре пĕрле пухăнса мини-футболла выляма йышăннăччĕ. Июлĕн 11-мĕшĕнче улттăмĕш хут футбол турнирне ирттертĕмĕр. Çавăн пекех шашкăлла выляссипе, кире пуканне инçетерех ывăтассипе, тĕл перессипе ăмăртусем йĕркелерĕмĕр. Кăçалхи мероприятие Украинăри ятарлă çар операцинче паттăрла пуç хунă 8 ентеше халалларăмăр.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн гражданла хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Григорий Каллин, Туçа территори пайĕн специалисчĕ Надежда Уткина, Туçари вăтам шкул директорĕ Геннадий Шашкин, Чăваш Енри çар комиссариачĕн специалисчĕ, темиçе çар операцийĕн ветеранĕ Дмитрий Осипов, Украинăри ятарлă çар операцийĕн участникĕ Виталий Нягин тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.

Клуб çумĕнчи лапам шавласа та кĕрлесе çеç тăчĕ. Чи малтанах футболла выляма ачасем тухрĕç. Шăпах çакăнта малтанхи утăмсене тăваççĕ. Вĕсем хыççăн аслисем «хуçаланчĕç». Пурĕ 6 команда хутшăнчĕ: «Вăтаел», «Вăтаел 2» («Родник»), «Старое Ахпердино», «Новое Ахпердино», «Тойси» тата Çĕрпÿрен килнĕ «Знамя». Кашни ушкăн лайăх вылярĕ, курма килнисем пурне те кăшкăрса, шăхăрса хавхалантарса тăчĕç. Килте стенасем те пулăшаççĕ тесе ахальтен каламан, «Вăтаел 2» команда пĕрремĕш, «Вăтаел» — иккĕмĕш, «Тойси» виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Шашкăлла вылякансем те хăйсен ăсталăхне туллин кăтартрĕç. Малти вырăнсене Наталия Кересева, Мария Табакова, Дмитрий Железов тухрĕç.

Пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче пулчĕ. Василий Шайкин, Виталий Нягин, Димитрий Виноградов, Алевтина Виноградова, Лиана Шайкина, Светлана Нягина чи нумай очко пухрĕç.

Кире пуканне инçетерех ывăтассипе Алевтина Виноградовăна, Карина Плечовăна, Карина Лазаревăна, Эдуард Свиловские, Андрей Виноградова, Иван Федотова çитекен пулмарĕ.

Вăтаелсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хÿтĕлев сеткисем çыхассипе те лайăх ĕçлеççĕ. Чи хастаррисене Чăваш Енри çар комиссариачĕн специалисчĕ, темиçе çар операцийĕн ветеранĕ Дмитрий Осипов (сăн ÿкерчĕкре) Хисеп грамотисем парса тав турĕ.

Мероприятие ялти юрă-ташă ăстисем тата Кирилл Рыбаков артист тĕрлĕ юрă шăрантарса илем кÿчĕç. Уяв питĕ кăмăллă иртрĕ, кайран пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса хуранра пиçнĕ техĕмлĕ яшка, плов çирĕмĕр. Ырă йăлана малалла та тăсма калаçса татăлтăмăр.

Надежда ЯКОВЛЕВА,

ял старости

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика