Алманчă территори пайĕнче халăхăн ырă йăла-йĕркине ламран-лама тăсас тĕллевпе питĕ тимлеççĕ. Çак сăлтавпах вĕсем Питрав кунĕнче «Туслăх» ансамблĕн ушкăнĕпе тата ял хастарĕсемпе вăййа тухнă. Петр Долгов купăсçă тата Валентина Власова клуб заведующийĕ ертсе пынипе чăвашăн капăр тумне тăхăннă хĕрарăмсемпе арçынсем чăн малтанах ялăн аслă урамĕсемпе вăйă юррине шăрантарса утса тухнă. Юлашкинчен вара халăх бюджечĕн программипе хăтлăлатнă кану паркĕнче пурте пĕрле вăйă картине тăнă, юрланă-ташланă, пĕрле савăннă.
Алманчă территори пайĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов ял-йыша уяв ячĕпе саламланă, пурне те сывлăх, тату пурнăç, ăнăçу суннă, Питравра çуралнă хисеплĕ ватăсене уйрăммăн ăшă салам çитернĕ.
Çак кунхинех Кĕçĕн Чеменсем, Упамсасем, Каншелсем, Пăлапуç Пашьелсем те ял уявĕсене тулли кăмăлпа ирттерсе янă. Культура программисĕр пуçне ялти хастарсем спорт ăмăртăвĕсенче те паттăрлăх кăтарнă.
Август 2026 |
