Юратупа шанчăк ялан пурăнччăр чĕрере

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2026, 09:54 Просмотров: 101

2008 çулта Раççейре нумай çул тата килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медале пама йышăннă. Патăрьел муниципалитет округĕнче çак хисеплĕ наградăна 54 çемье илме тивĕçнĕ. Кăçал тата виççĕ хутшăнчĕ.

Округри ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем — Наталья Емелина пай начальникĕ, Наталия Антонова тĕп специалист, Валентина Петрова специалист — июлĕн 8-мĕшĕнче паллă тăвакан Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне чуна хумхантармалла йĕркелеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Кашни çемье пирки саламлама килнисене тĕплĕн паллаштарнипе пĕрлех вĕсен çамрăклăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченхи самантсенчи сăн ÿкерчĕксенчен видео тунă.

Мендельсон маршĕпе 60 çул пĕрле пурăнакан Хирти Пикшикри Рафаелпа Сания Чаштановсем, 56 çул каялла мăшăрланнă Туçари Валерийпе Апполинария Салминсем, 51 çул пĕр сукмака такăрлатакан Алманчăри Петрпа Вера Киргизовсем зала утса кĕчĕç. Çулĕсем аслăланнă пулсан та вĕсем чунĕсемпе çамрăкки, яшлăхри чи ачаш туйăма упраса хăварма пултарни сисĕнчĕ.

«Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медале тивĕçнисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов, Пикшик, Алманчă территори пайĕн пуçлăхĕсем Петр Ивановпа Владимир Киргизов, Туçа территори пайĕн специалисчĕ Надежда Уткина тата Леонид Кузнецов индивидуаллă предприниматель, мăшăрсен ачисемпе çывăх тăванĕсем саламларĕç.

— Виçĕ мăшăр та округăн мăнаçлăхĕ, çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Сире çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çемье ăшшине сунатăп, — терĕ Равиль Фарахутдинович сăмах илнĕ май.

Мăшăрсем ЗАГС пайĕн Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç. Ачисемпе мăнукĕсем çывăх çыннисене саламланă май хăйсене пурнăç парнеленĕшĕн, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕшĕн, яланах юнашар пулнишĕн ăшшăн тав турĕç.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика