Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă ентеш-салтаксене сума суса Вăрманхĕрри Шăхалĕнче 1995 çулхи майăн 6-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ тунăранпа 50 çул çитнĕ тĕле, палăк уçнă.
Çулленех унта ял халăхĕ майăн 9-мĕшĕнче пухăнса паттăрла вилнисене асăнса митинг ирттернĕ. Çулсем иртнĕçем кирпĕч хурса тунă икĕ метра яхăн çÿллĕшлĕ обелиск кивелнĕ, хитрелĕхне çухатнă. Вырăнта пурăнакансен чунĕ çакăншăн питĕыратнă. Ялти клуба Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка сеткисем çыхма çÿрекенсем палăка çĕнетес ыйтăва çĕкленĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулса укçа пухнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе «НИМЕ — халăх бюджечĕ» программăпа усă курса ăна юсама шут тытнă.
Халăх, республика, вырăнти хысна укçипе палăкăн дизайнне, сăн-сăпатне тĕпренех улăштарнă. Территорие тротуар плитине сарнă. Халĕкунта мероприятисем ирттерме те кăмăллă.
Август 2026 |
