Николай Пыркин ЧР Пуçлăхĕн Пысăк Кубокне çĕнсе илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2026, 09:51 Просмотров: 99

Июлĕн 11-мĕшĕнче Етĕрнери Василий Чапаев ячĕллĕ лаша заводĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Пысăк Кубокне çĕнсе илессишĕн 42 юртă урхамах старта тăнă.

Вĕсене тытса пыракансем хушшинче спортăн çак тĕсĕпе тахçантанпах кăсăкланакансем те, пуçламăш утăм тăвакансем те пулнă.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаевăпа Анатолий Аксаков тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă.

Ăмăрту питĕ хÿрÿ те интереслĕ иртнĕ. Николай Пыркин тытса пыракан Маршак В.П. чи лайăх результат кăтартса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Пысăк Кубокне илме тивĕçнĕ. Сăмах май, Николай Алексеевич пирĕн ентеш, Кивĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ. Округра иртекен Акатуя та çулленех хутшăнать. Нумай пулмасть Пензăра иртнĕ Сабантуйра та вăл тытса пыракан ут мала тухса çăмăл автомашина выляса илнĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика