Июлĕн 15-мĕшĕнче республикăри мĕн пур муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕ Патăрьел муниципалитет округĕнчи тĕл пулура паянхи чи çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Тĕпрен илсен вĕсем социаллă проектсене пурнăçа кĕртессипе çыхăнчĕç: «Ниме — Халăх бюджечĕ», «Сывлăх патне утăм», «Мирлĕ пурнăç патне утăм», «Чăваш Енри çутă çу кунĕсем».
Информаци кунне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, Патăрьел район прокурорĕ Сергей Емельянов, администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертÿçисем хутшăнчĕç.
Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕнчи «Раççей ялĕ» проект пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» проектпа килĕшÿллĕн республикăра пурнăçа кĕртме палăртнă 1533 объектран 340-шне, Патăрьел муниципалитет округĕпе 2026 çулта территори пайĕсенчи ялсенче пуçарупа тума палăртнă 74 проектран 23-шне пурнăçа кĕртнĕ. Республикипе «Ниме» программипе тума палăртнă кашни пиллĕкмĕш проект хатĕр. Çак ĕçсем малалла та пурнăçланаççĕ.
Пĕлме: 2017 — 2025 çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче халăх пуçарăвĕпе 206 проекта (347 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ.
Информаци кунĕнчи тĕл пулура Чăваш Республика Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе вăй илсе пыракан «Сывлăх патне утăм» проектăн тĕрлĕ формине сÿтсе яврĕç. Куçса çÿрекен сывлăх пункчĕсем графикпа килĕшÿллĕн вырăнсене тухса çÿреççĕ. Кăçалтан унăн çумне «кардиопоезд», «ачасен тухтăрĕ» хутшăнчĕç. Çакна ял çыннисем питĕ ырласа йышăнчĕç. 2026 çулта «Сывлăх патне утăм» проектпа 16 яла çитсе тухтăрсем халăха йышăнĕç, унсăр пуçне июлĕн 16-мĕшĕнче «ачасен тухтăрĕ» тата «кардиопоезд» (июнĕн 26-мĕшĕнче) пулса ачасен тата аслă ăру çыннисен сывлăхне тĕрĕсленĕ.
Пĕлме: Иртнĕ çул «Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн пирĕн тăрăхра сывлăх пункчĕсем 15 яла çитсе 2785 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 722-шне тĕрлĕ чире пайăрлатма направлени панă.
«Мирлĕ пурнăçа утăм» проект СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене тимлĕх уйăрассипе, вĕсене пулăшассипе çыхăннă.
Патăрьел муниципалитет округĕнче йĕркеленĕ пулăшу десанчĕн тĕл пулăвне 19 СВО участникĕпе вĕсен çемйи хутшăннă,вĕсенчен 31 ыйту кĕнĕ, пурне те кирлĕ пек татса панă.
Пĕлме: мĕн пурĕ 2022-2025 çулсенче Чăваш Республикин бюджетĕнчен СВО участникĕсемпе вĕсен çемйисене тÿрремĕн пулăшу пама 12 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.
Çуллахи кашни кун çутă пултăр, асра юлтăр тесе хальхи вăхăтра культура, вулавăш ĕçченĕсем вырăнсенче тĕрлĕрен мероприяти йĕркелеççĕ, автоклубсемпе тухса концертсем лартаççĕ, тĕл пулусем, «картишĕнчи тренер» программăпа спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ тата ытти те.
Пĕлме: 2026 çулхи çуллахи çур уйăх çурăра округра «Чăваш Енри çутă çу кунĕсем» проектпа 106 мероприяти йĕркеленĕ, вĕсене 9 пин ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — июлĕн 3-4-мĕшĕсенче иртнĕ халăхсен туслăх уявĕ — Акатуй-Сабантуй. Сумлă уява 7000 ытла çын хапăл тунă.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
