Муниципалитетра нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма пуçларĕç. Ку ĕçе хуçалăхсенчен «Исток» çĕр ĕç фирми пĕрремĕш пуçăнчĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Федоров тата çак пайри Ирина Хадарова тĕп специалист çĕр ĕç фирминче пулчĕç.
Курăка Павел Матвеев косилкăпа çулать, Алексей Рубцов тата Александр Калмыков ворошилкăпа çавăрттараççĕ. Икĕ комбайнпа Мунир Ибетов тата Николай Матвеев вăй хураççĕ. Ĕçе пĕлсе йĕркелени тÿрех сисĕнет: техника самантлăха та чарăнса тăмасть. Çанталăк лайăх тăнипе усă курса кунне 70-80 гектар пушанать. Сенажа тракторсемпе тата автомашинăсемпе турттараççĕ. Механизаторсемпе водительсене хире икĕ хутчен апат килсе çитереççĕ.
— Çĕр ĕç фирминче 1300е яхăн ĕне-выльăх, унтан сăвăнаканни 550 пуç. Пахалăхлă апатпа çеç пысăк продукци илме пулать, çакна шута илсе ĕçлетпĕр те ĕнтĕ. Рационта 13 компонент, кашнийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Иккĕш-виççĕшне çеç кăларсан та сăвăм чакать.
Пĕрремĕш хут çулнă нумай çул ÿсекен курăкран тăватă пин тонна ытла сенаж хывнă. Иккĕмĕшĕнчен те ешĕл апат хатĕрлетпĕр, — тет хуçалăх директорĕн çумĕ Данил Илюткин.
Апат пахалăхне упраса хăварас тĕллевпе вĕтетнĕ симĕс курăка комбайнпа пухнă чухнех закваска хушаççĕ. Ятарлă ямăра упранаканскере икĕ К-700 трактор таптать.
Çĕр ĕç фирминче вырмана тухма та хатĕр. Яваплă тапхăра кăçал 6 комбайн хутшăнмалла, вĕсенчен пĕрне — пĕлтĕр, теприне кăçал туяннă.
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
