Çапăçу ветеранĕспортра та малта

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2026, 09:14 Просмотров: 114

УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакансем пирки чăн-чăн паттăрсем тесе хаклас килет. Вĕсем Тăван çĕршыва неонацистсенчен хÿтĕлеççĕ, эпир, тылрисем, лăпкă çывăрччăр тесе тăрăшаççĕ. Суранланса тăван тăрăха таврăннисем те пуçа усмаççĕ. Акă, Треньелĕнче çуралса ÿснĕ Максим Муськин йывăр аманнине, икĕ урине чĕркуççи патне çитиччен çухатнине пăхмасăр протезпа утма, ятарлă автомашинăпа çÿреме хăнăхрĕ. Хальхи вăхăтра вăл Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт шкулĕнче методист-инструкторта тăрăшать. Тĕреклĕ каччă спортпа мĕн ачаранах туслă пулнă, халĕ те хул-çурăмне çирĕплетет. Ахальтен мар Максим Юрьевич ГТОн Ылтăн паллине илме тивĕçрĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика