Вăхăт 22.00 — сирĕн ача килте-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 17.07.2026, 09:01 Просмотров: 157

ÇУЛЛАХИ каникулта ачасем урамра хаваспах выляççĕ, чупаççĕ, шыва кĕреççĕ... Хăш-пĕр чухне сĕм çĕрле те çамрăк ăрăвăн сасси янăрать. Ирхине-ирех тăрса шкула каймалла пулманнипе каçпа та час çывăрма выртмаççĕ, анчах çакă çĕрĕпе тулта çÿремеллине пĕлтермест.

Округра «Ашшĕ-амăшĕн çуллахи патрулĕ» акци пуçланнă. Тутар Сăкăтĕнче акцие хутшăнса пулас 5-мĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ каçхи рейда тухнă. Вĕсем ачасемпе тĕл пулса ятарлă вырăнта кăна шыва кĕме юрани, аслисемпе çеç кÿлĕ е çырма хĕрне каймалли, çул урлă каçнă чухне асăрхануллă пулмалли, «комендант» вăхăтне пăхăнмалли тата ытти пирки те калаçусем ирттернĕ.

Акци малалла пырать, ытти ялсенче те патрульсем рейда тухаççĕ.

Яндекс.Метрика