КОММУНАЛЛĂ хытă каяшсене е урăхла каласан кил-çуртран тухакан кирлĕ мар япаласене пухмалли контейнерсем çук чухне пĕр тĕрлĕ нушаччĕ — çырма-çатрана, çул хĕррипе лартнă посадкăсене, çын питех çÿремен вырăнсене кая-кая пăрахатчĕç. Ятарлă ещчĕксем вырнаçтарнă хыççăн йăлтах йĕркеленсе каяссăн туйăнатчĕ. Туйăннă кăна... Халĕ контейнерсене çÿп-çап кăна мар, çум курăк та, сĕтел-пукан та, автомашина кустăрмисене тата ыттисене те тухса хураççĕ. Курсан тĕлĕнсе каймалла. Çынсен ăнланулăхĕ çитменни инкек патне те илсе пыма пултарать иккен.
Иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи Овражная урамри çÿп-çап пухмалли контейнер çуннă. Вут хăйне хăй тухманни паллă, апла пулсан кам та пулсан лайăх сÿнтермен кĕл е урăх япала унта пăрахнă. Юрать-ха никам та нуша курман, нимĕн те сиенленмен (контейнера шута хумасан).
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
