ВУТРАН асăрханса тăрсан та инкекĕ юнашарах çÿрет пуль çав. Çулталăк пуçланнăранпа муниципалитетра 24 хутчен пушар алхаснă. Июлĕн 4-мĕшĕнче Сăкăтра çулăм верандăри сивĕтекен лартан тухнă-мĕн. Пушарпа кĕрешекенсем темле тăрăшсан та çурта та, хуралтăна та упраса хăварайман...
Июнь уйăхĕ шăрăх кунсемпе питех савăнтармарĕ, июль тÿрех хĕвел хĕртсе пăхнипе пуçланчĕ. Çанталăк типĕ те уяр вăхăтра кашнийĕн тимлĕхе ÿстермелле. Вăрмансем çывăхĕнче, хирте кăвайт чĕртмелле мар. Пĕр йăнăш утăм миçе пин йывăçа тата чĕрчуна пĕтерет. Çавăн пекех ачасене те шăрпăкпа выляма юраманни, вăл инкек патне илсе пыни пирки лайăх ăнлантармалла.
Август 2026 |
