Халăх бюджечĕпе, парти проекчĕпе çулсем çĕнелеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 10:01 Просмотров: 247

Тулли мар яваплă «Эльбрус пĕрлешÿ Турханта ĕçе вĕçенĕ. Психоневрологи интерначĕ патне каякан пĕр çухрăма яхăн тăсăлакан çул халĕ çатма пекех яка.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан вара «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа Упамсари Ленин урамне вак чул сарса тирпейленĕ.

Треньелĕнчи çула та тирпейлеме пикеннĕ. Кунта «Çĕрÿ — Ульяновск» трассăн 1,63 çухрăмне çĕнетеççĕ.

— Çулăн çак пайĕ чăнах та пăшăрхантаратчĕ, вырăнта пурăнакансем ăна юсасси пирки пĕрре мар çĕкленĕ, ку ыйтăва тинех татма пултартăмăр, — тенĕ Патăрьел муниципалитет пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов строительство ĕçĕпе паллашнă май.

Çул пахалăхне тата технологине «Единая Россия» партин «Хăрушлăхсăр çулсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн — унăн тĕллевĕ шăпах хăрушсăрлăха ÿстересси тата çул-йĕр сечĕсене тивĕçлĕ шая çитересси — тĕрĕслесех тăраççĕ.

Яндекс.Метрика