Юратнă ĕç савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.06.2026, 08:49 Просмотров: 73

Сăкăтра пурăнакан Валерий Красников ачаранах çĕр ĕçне юратнă, çавăнпах Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче (халĕ аграри университечĕ) агроном профессине алла илнĕ. Дипломлă специалист тăван тăрăхах таврăннă. Малтан вăл «Красное Знамя» ял хуçалăх предприятинче уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Халĕагрономра вăй хурать. Яваплă ĕçе кÿлĕннĕренпе 20 çул ытла та иртсе кайнă. Шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Валерий Петрович «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика