1941 ÇУЛХИ июнĕн 22-мĕшĕ Раççей халăхĕн чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Шăпах çак кун фашистла Германи ирхи 4 сехетре Совет Союзне тапăннă. Тăватă çула яхăн тăсăлнă вăрçăра 27 млн ытла çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрла пуç хунă салтаксене асăнса Раççейĕпех июнĕн 10-22-мĕшĕсенче «Асăну çурти» онлайн-акци йĕркеленĕ. Кашни çын «деньпамяти.рф» сайта кĕрсе виртуаллă çурта çутма пултарать.
Сайтра çавăн пекех «Июнĕн 22-мĕшĕ историсенче» уйрăм пур, унта вăрçă участникĕсем, блокадниксем, концлагерьсенче пулнисем хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштараççĕ.
2004 çултанпа июнĕн 22-мĕшĕнче çынсем урама тухса та мирлĕ тÿпешĕн фашистсемпе çапăçнă кашни салтака сума суса çуртасем çутаççĕ, пĕр самант шăп тăраççĕ. Ялсенче пурăнакансем кăçал та акцие хастар хутшăнасса шанас килет.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
