Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăри ачасен вулав залĕнче ырă йăлана малалла тăсса июнĕн 9-мĕшĕнче Чăваш кĕнекисен кунне ирттернĕ. Ăна вулавăш ĕçченĕсем 2021 çултанпа йĕркелесе пыраççĕ. «Чăваш Енри çутă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн мероприятие Патăрьелĕнчи сывлăх лагерьне çÿрекен виçĕ ушкăн хутшăннă. Ачасем кăмăлтанах чăваш кĕнекисемпе паллашнă.
Август 2026 |
